Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн патра та ҫав пӑртак ҫав ҫутине ҫухатнӑ пулсассӑн та вӑл таврӑнӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ».
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Ҫывӑх вӑхӑтра хамӑр патра туса кӑларнӑ продукцие сӗнме майсем ытларах пулмалла.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Пирӗн патра питӗ профессионаллӑ артистсем ӗҫлеҫҫӗ.
«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610
Вӑл ыйтусене ыйтса, калаҫса хамӑр патра татма май ҫук.
Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804
— Сирӗн патра ҫын пур-ҫке? — пырне шӑмӑ ларнӑ пек антӑхса ыйтрӗ Шанаров.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Лариса Куславккари бухгалтерсен шкулне вӗренме кӗнӗ-мӗн, ӑна унтан: «Кӑҫал вӗренӳ занятийӗсем пирӗн патра октябрӗн 1-мӗшӗнче мар, ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ те, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ: уйӑх ҫурӑ пек ӗҫлесен те алла пӑртак укҫа лекет-ҫке.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ҫапла калать вӑл хайхи хӗрачана: атя ман пата, тет, ман патра эсӗ ҫав тери лайӑх пурӑнӑн, тет.
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Ман пекех, вӑл та икӗ ӗҫре ӗҫлет: ман патра экспедиторта, студентсен общежитийӗнче — вахтер пулса.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ку ҫын вара ман патра пӗрремӗш хут пулчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Хисеплӗ юлташсем! — алӑ ҫупни чарӑнсан калаҫма пуҫларӗ Федор Павлович, — пирӗн патра канакан Артем Михайловичпа Екатерина Давыдовнӑн паян тӗлӗнмелле пысӑк уяв.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
— Сана паллаймарӑм-ха эпӗ, пирӗн патра пӗрремӗш хут пулас, — хӗре сӑнаса илчӗ вӑл.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Пирӗн патра хӑнасем пур тем, сывах-и? — сывлӑх сунчӗ Глафира аппа.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Виҫӗмкун пирӗн патра кӳршӗ цехри ҫамрӑксем концерт кӑтартрӗҫ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мӗн… ну, Андрейччӗ-и-ха, сирӗн патра ӗҫлекенскер, пульницӑран тухрӗ-и?
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Килӗшмест мана сирӗн патра, Ревлен Петрович, ӗҫе урӑх тухмастӑп эпӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Фермӑна анне вырӑнне ӗҫлеме каяс тетӗп, эсӗ пирӗн патра кӑшт-кашт пӑхкалаймӑн-ши?
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Пӗчӗкренпех пирӗн патра ӳснипе вӑл.
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
Пирӗн патра ав мӗнпур гагаузсем ҫавӑн пек пиҫиххисемпе ҫӳреҫҫӗ!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Пирӗн патра вӗренекен Григоре Пенишорӑна шкултан кӑларса ячӗҫ, — терӗ вӑл малалла.— Ученика Григоре Пенишору исключили из школы, — продолжал он.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пирӗн патра та кансӗрлесех каймастчӗ… —
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.