Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

парасшӑн (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗн эсир, чӑнах, Иван Иванович, пӑшалшӑн, шуйттан пӗлет-и, мӗн парасшӑн тата, сысна, тетӗр!»

— Как же вы, в самом деле, Иван Иванович, даете за ружье черт знает что такое: свинью!

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Анчах пӗр сӗнӳ парасшӑн: ҫакӑн пек сивӗ чух хӑвӑра-хӑвӑр сыхлас пулать, ахалӗн сӑмсасӑр та юлма пултаратӑр.

Только замечание должен сделать: в такой мороз нужно следить за собой, а то и без носа останетесь.

Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Хӑйсем мӗн курнине хӑвӑртрах каласа парасшӑн пулса чӗлхисем чӗтресе тӑнӑ.

Дрожащими от нетерпения рассказать то, что увидели.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

— Эпӗ хамӑн малашнехи пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫар ӗҫне парасшӑн, — мӑшкӑллӑн кулса, шӑл витӗр сӑрхӑнтарса кӑларчӗ Соболь.

— Я думаю всю свою дальнейшую жизнь посвятить военному делу, насмешливо процедил Соболь.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Сӑмах майӗн, орудисем ҫинчен калам: леш хӑравҫӑ, Никольский артиллери ниепле те парасшӑн марччӗ.

Кстати, насчет орудий: эта трусливая никольская артиллерия никак не хотела отдавать.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн типсе кайнӑ шӑна виллине те никам та парасшӑн пулман пулмалла.

За их жизнь, по-видимому, нельзя было дать и дохлой сухой мухи.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тунтикун Прохор Палыч хайхи усал «ҫырӑва» района илсе каясшӑн, унта ҫил бригадирсем енчен вӗрнине кӑтартса парасшӑн, ӑна никам та пулӑшманнине, пурте кансӗрлеме ҫеҫ тӑрӑшнине ӑнлантарса парасшӑн, ҫавӑн хыҫҫӑн вара виҫҫӗшне те ӗҫрен кӑларасшӑн пулнӑ.

В понедельник утром Прохор Палыч собрался ехать в район с крамольным посланием, доказать, что ветер дует от бригадиров, разъяснить, что ему никто не помогает, а все идут на подрыв, и снять после этого всех троих сразу.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Эпӗ пӗлетӗп: топка умӗнче ӗҫлесси плита умӗнче ӗҫлессинчен йывӑртарах та вӗрирех, эпӗ темиҫе хутчен те ҫӗрлесенче Яковпа пӗрле ӗҫлеме хӑтланса пӑхнӑччӗ, эпӗ тӗлӗнетӗп: вӑл темшӗн хӑй ӗҫӗ йывӑррине повӑра кӑтартса парасшӑн мар…

Я знаю, что перед топкой тяжелее и жарче работать, чем у плиты, я несколько раз по ночам пытался «шуровать» вместе с Яковом, и мне странно, что он почему-то не хочет указать повару на тяжесть своего труда.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ӑна мӗн пӑшӑрхантарнине Йован ҫийӗнчех ӑнланчӗ, анчах ӑна нимӗн ҫинчен те уҫҫӑн каласа парасшӑн пулмарӗ.

Йован понимал ее беспокойство, но не хотел говорить ей о том, что было ему известно.

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине ҫакӑнпа ҫеҫ ӑнлантарса пама пулать: айӑпа вӑл ырӑ шухӑш тытнипе тунине кӑтартса парасшӑн пулнӑ.

Он вел себя так, вероятно, чтобы показать, что если он заблуждается, то заблуждается искренне.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сурӑхсем мар! — хӑй мӗн шутланине, хӑйне мӗн аптратнине пӗтӗмпех каласа парасшӑн мар пулса, Гвозден чарӑнчӗ.

Не овцы! — и Гвозден замолчал, не желая говорить о том, что его мучило.

13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вара эпир хыпалансах мала тухрӑмӑр та, эпӗ хамӑн алла парасшӑн пултӑм, Оперов хӑйӗн хӑма таткине тӑсрӗ, анчах Семенов хӑйӗн хура та пысӑк аллине пиртен малтан тӑсса пачӗ, ҫакӑнпа пире ӑна хамӑртан ҫӳле хурассине аван мар туйӑмӗнчен хӑтарчӗ.

И мы поторопились выйти вперед и подать — я свою руку, Оперов свою дощечку, но Семенов еще прежде нас протянул свою черную большую руку, избавляя нас этим от неприятного чувства делать как будто бы честь ему.

ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш тӗрли — хастарлӑ юрату, юратнӑ чуна мӗн кирлине пӗтӗмпех тупса парасшӑн, унӑн кӑмӑл туртӑмӗсене, иртӗнӗвӗсене, лайӑх мар енӗсене пурне те ҫырлахтарасшӑн ӑнтӑлнинчен пулать.

Третий род — любовь деятельная, заключается в стремлении удовлетворять все нужды, все желания, прихоти, даже пороки любимого существа.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хам Дмитрипе питӗ туслӑ пулсан та тата вӑл пӗр пытармасӑр каласа пани мана савӑнтарсан та, унӑн туйӑмӗсем ҫинчен, Любовь Сергеевна тӗлӗшпе мӗн тума шутлани ҫинчен манӑн урӑх нимӗн те пӗлессӗм килмерӗ, эпӗ кирек епле пулсан та хам Сонечкӑна юратни ҫинчен каласа парасшӑн пултӑм, ку юрату мана чылай ҫӳлте тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

Несмотря на всю дружбу мою к Дмитрию и на удовольствие, которое доставляла мне его откровенность, мне не хотелось более ничего знать о его чувствах и намерениях в отношении Любовь Сергеевны, а непременно хотелось сообщить про свою любовь к Сонечке, которая мне казалась любовью гораздо высшего разбора.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах вӑл мана кичемленме парасшӑн мар пулни палӑрсах тӑрать, ҫавӑнпа ку хӗр мана килӗшмерӗ.

Но уж слишком заметно было, что она занимает меня, и поэтому она мне не понравилась.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ.

Он был похож на гувернера или доброго отца, который доволен своими детьми, разгулялся и хочет их потешить и вместе доказать, что можно честно и прилично веселиться; но, несмотря на это, на меня и на других, кажется, эта неожиданная веселость действовала заразительно, тем более что на каждого из нас пришлось уже почти по полбутылке шампанского.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Калаҫу вӑхӑтӗнче манӑн ӑна час-часах ҫав тери хирӗҫлесе калассӑм килчӗ; вӑл мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн ӑна тавлашса ҫӗнтересшӗн тӗмсӗлтӗм; вӑл ман ҫине ҫаврӑнса пӑхма шутламасть пулин те, ӑна хам ӑслине кӑтартса парасшӑн пултӑм.

Часто во время разговора мне ужасно хотелось противоречить ему; в наказание за его гордость хотелось переспорить его, доказать ему, что я умен, несмотря на то, что он не хочет обращать на меня никакого внимания.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӳрече умне пырсан, лавҫӑ шыв турттармалли лашана кӳлнине асӑрхарӑм та, манӑн мӗнпур шухӑшӑмсем пӗр ыйтӑва татса парасшӑн тӗмсӗлчӗҫ: ҫак лаша ӳксе вилсен, унӑн чунӗ мӗнле чӗрчуна е этеме куҫӗ-ши?

Когда я подошел к окну, внимание мое обратила водовозка, которую запрягал в это время кучер, и все мысли мои сосредоточились на решении вопроса: в какое животное или человека перейдет душа этой водовозки, когда она околеет?

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах пӗччен ларасси ҫапах та йывӑр: манӑн ҫӳрес килет, эпӗ ӑша мӗн капланнине пӗтӗмпех кама та пулин каласа парасшӑн, анчах ман ҫывӑхра пӗр чӗрӗ чун та ҫук.

Но уединение все-таки было очень тяжело: мне хотелось двигаться, рассказать кому-нибудь все, что накопилось у меня на душе, и не было вокруг меня живого создания.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вилес умӗн ӑна ылтӑн шӑл лартса парасшӑн.

Ему перед смертью особую золотую плонбу хочут поставить.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней