Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Пире хамӑр тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа палӑртса хунӑ хӗн-хур ҫитрӗ.7. Все те бедствия, какие Господь изрек на нас, постигли нас.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа мӗн палӑртса хунине турӗ, Хӑй авал мӗн каланине вырӑна килтерчӗ, сана пӗр хӗрхенмесӗр ҫаратса хӑварчӗ, тӑшманна савӑнтарчӗ, сана усал сунакансен мӑйракине ҫӗклерӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Сион хӗрӗн хӳмине ишме палӑртса хучӗ, вӗрен карӑнтарчӗ, тӑшман тустарасран Хӑйӗн аллине чарса тӑмарӗ; тулашӗнчи тӗрексене пӗтерсе тӑкрӗ, хӳмесем те пӗрлех ишӗлсе анчӗҫ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Эппин, Ҫӳлхуҫа Вавилон пирки мӗн палӑртса хунине, Халдея ҫӗрӗ пирки Вӑл мӗн шутласа хунине итлӗр: путексене кӗтӳрен тытса хӑваласа кайӗҫ, вӗсемпе пӗрле Вӑл кӗтӳлӗхе те пӗтерӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа Эдом пирки мӗн палӑртса хунине, Феман ҫыннисем пирки мӗн шутласа хунине итлӗр: путексене кӗтӳрен тытса хӑваласа кайӗҫ, вӗсемпе пӗрле Вӑл кӗтӳлӗхе те пӗтерӗ!
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Мӗн туса ларатпӑр эпир? пуҫтарӑнӑр та — тӗреклӗлетнӗ хуласене каяр, ҫавӑнта вилер; ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ пире вилме палӑртса хунӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Вӑл пире ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерет».
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӗр ҫакна пула йӗрсе ярӗ, ҫӳлти пӗлӗтсем тӗксӗмленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ каланӑ, Эпӗ палӑртса хунӑ, ҫакӑншӑн ӳкӗнмӗп те, ҫакна улӑштармӑп та.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм — каланине пурӑнӑҫа килтеретӗп; палӑртса хутӑм — тумасӑр хӑвармастӑп.Я сказал, и приведу это в исполнение; предначертал, и сделаю.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ тухӑҫран, аякри ҫӗршывран, ӑмӑрткайӑка — Эпӗ палӑртса хунине пурӑнӑҫа килтерекене — чӗнсе илтӗм.11. Я воззвал орла от востока, из дальней страны, исполнителя определения Моего.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫакна авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ: 10. кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ; 11. унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Апла тӑллӑрсем тата ҫирӗпрех ан пулччӑр тесессӗн, Турра ан хурлӑр: эпӗ Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Ҫӳлхуҫаран, илтрӗм; ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре пӗтерме палӑртса хунӑ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — манӑн Туррӑм; Сана аслӑлатӑп, Санӑн ятна мухтатӑп: Эсӗ тӗлӗнмеллине пултарнӑ; авалах палӑртса хунисем — чӑн-чӑнах, аминь.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пуҫкӑшӑль салатса тӑнӑ хулана, купсисем те пулин улпутсем пулнӑ, суту-илӳ тӑваканӗсем те пулин ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисем пулнӑ хулана — Тир хулине — ҫапла пуласса кам малтанах палӑртса хунӑ?
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та ҫакна Тӑвакана асӑрхамастӑр, ҫапла пулассине Кам авалах палӑртса хунӑ, Ун енне ҫаврӑнса пӑхмастӑр.А на Того, Кто это делает, не взираете, и не смотрите на Того, Кто издавна определил это.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пӗтӗм ҫӗр пирки ҫапла палӑртса хунӑ, акӑ пур халӑхсем ҫине тӑсса хунӑ алӑ: 27. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла палӑртса хунӑ — ӑна кам пӑрахӑҫлама пултарӗ? аллине тӑсса тӑрать Вӑл — ӑна кам сирсе ярӗ?
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Уявсене вӑл чаплӑран чаплӑ ирттернӗ, Туррӑн сӑваплӑ ятне мухтамашкӑн, кӗлӗ ҫуртӗнче иртенпех мухтав юрри юрламашкӑн вӑхӑтне тӗп-тӗрӗс палӑртса хунӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсене пӗр-пӗринчен Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхӗ уйӑрнӑ; Вӑл хӑш-хӑш вӑхӑта, уявсене палӑртса хунӑ: 9. хӑшӗсене Вӑл асла хурса сӑваплӑх панӑ, ыттисене ахаль кун шутӗнче хӑварнӑ.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем малтанласах Хӑй палӑртса хунӑ пек пулса пынӑ, вӗсене Вӑл пултарнӑ чухнех пайласа уйӑрнӑ.26. По определению Господа дела Его от начала, и от сотворения их Он разделил части их.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.