Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах унӑн илемлӗ тӗттӗм куҫӗсенче ҫӑлтӑр ҫуттисемсӗр пуҫне нимӗн те палӑрмарӗ.Но в его прекрасных темных глазах не отразилось ничего, кроме света звезд.
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫурӑмне мӑкӑртса, пуҫне майӗпен те йывӑррӑн пӑркаласа, Иван Алексеевич хуторти палланӑ ҫынсем ҫине тинкерсе ҫаврӑнчӗ, анчах нихӑшӗн сӑнӗнче те шеллени е хута кӗни палӑрмарӗ, — казаксемпе хӗрарӑмсем пурте ун ҫинелле куҫ айӗпе, кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурас пек хаяррӑн тирӗнсе пӑхаҫҫӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кумӗн сӑн-питӗнче тарӑхни-туни палӑрмарӗ, уншӑн пулсан — хуть килте лар, хуть килтен тухса кайса сӗтӗрӗнсе ҫӳре — пурӗпӗр; вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те, пушӑ аврипе хулпуҫҫийӗсене хыҫкаларӗ, вара икӗ кум ҫула тухса кайрӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сталин хӑй патне пырса тӑрсан, вӑл пӑлханса кайрӗ, анчах апла пулин те унӑн питӗнче пӗр юн тумламӗ те палӑрмарӗ.Когда Сталин подошел к нему, он заволновался, но на лице его не было ни капли крови.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Эсӗ чӗлхӳпе анчах хӑвшӑн тавлашакан ҫын пуррипе мухтанатӑн-иҫ, чӑннипе санра интересли нимӗн те ҫук», — кичемлӗн шутларӗ сӑра сутакан хӗрарӑм, вара унӑн илемлӗ пит-куҫӗнче текех кулӑ палӑрмарӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сыхлануллӑ пулас тесе, малтан ачасем Ланкин йӑмӑкӗн пӳрчӗ умӗнчен, ӑнсӑртран картишне кӗрсе тухнӑ пек туса, иртсе кайрӗҫ, анчах картишӗнче иккӗленмелли нимӗн те палӑрмарӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫук, хулана мар-ха! — аванмарланса хуравларӗ Му мучи, апла пулин те, пӗркеленсе пӗтнӗ хӑмӑр канфет тӗслӗ пит-куҫӗнче унӑн ку ним чухлӗ те палӑрмарӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Марьянкӑн пит-куҫӗнче нимех те палӑрмарӗ, анчах вӑл хӑй ятне илтсессӗн унӑн пичӗ сасартӑк ҫуталса кайрӗ.Лицо Марьянки было строго-равнодушно; но оно вдруг ожило, как только она услыхала свое имя.
XXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах Кандов ҫаксене нимӗн чухлӗ те асӑрхамарӗ, ӑна хӗвел те, шӑв-шав та, иртен-ҫӳрен те, йӗри-тавра вӗркесе тӑран пурнӑҫ та ним чухлӗ палӑрмарӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Горизонт тӳрех каялла чакса кайнӑ пек пулчӗ, анчах унӑн куҫӗ умне тухса тӑнӑ шурлӑхлӑ, лачакаллӑ тӳрем ҫӗрте малтанхи пекех, пӗр чӗрӗ чун та палӑрмарӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн юнӗнче эрех ӗҫни палӑрмарӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Сид Тома херхении-мӗнӗ пӗрре те палӑрмарӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
17. Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек; 18. акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ; 19. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗсем пек начар ӗне курманччӗ; 20. начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ; 21. мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни палӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ырхан тӑрса юлчӗҫ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.