Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шалти капӑрлӑхӑн чи илемлӗ пайӗсем касса хатӗрленӗ алтарьсем шутланаҫҫӗ.Главной жемчужиной внутреннего убранства являются резные алтари.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Часах эпир сылтӑмалла пӑрӑнтӑмӑр та, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе инҫетелле кайма ҫул туса, Жихарев хатӗрлесе хунӑ сереперен пӑрӑнса кайрӑмӑр, вара пысӑк ялсене кӗмесӗр, ҫул ҫинче тӗл пулакан шуррисен вак-тӗвек ушкӑнӗсене ҫӗмӗрсе, пӗр эрнерен Поворино станци участкине хӳтӗлесе тӑракан Шебаловпа Бегичевӑн пӗрлешнӗ отрячӗсемпе пӗрле хамӑрӑн регулярлӑ ҫар пайӗсем патне пырса тухрӑмӑр.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кунтан хамӑраннисем патне ҫурҫӗрелле, Хӗрлӗ Ҫарӑн регулярнӑй пайӗсем хӳтӗлесе тӑракан вырӑна каймалла пулчӗ — пирӗн патронсем те ҫителӗклех мар.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вырӑс православи чиркӗвӗн пуҫарӑвӗпе Октябрь революцийӗ пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле Раҫҫейри революци хыҫҫӑн ӗненӳшӗн вӗлернӗ ҫветтуй асап тӳснисен ӳчӗсен пайӗсем упранакан ковчега пӗтӗм епархи тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Унӑн тытӑмлӑ пайӗсем шкулсенчи инженер класӗсем, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи техника кружокӗсем шутланаҫҫӗ, вӗсен ӗҫне тивӗҫлӗн «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗнчи Регионсен хушшинчи компетенцисен центрӗ тата Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Инжиниринг центрӗ йӗркелесе пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Юнашар шурӑ костюм пайӗсем тата тӗрлӗ тӗслӗ тӑватӑ галстук.Рядом висят части белого костюма и четыре галстука различных оттенков.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Комиссариатӑн ытти пайӗсем, халех, паянах, Калюк эшкерӗ ҫинчен мӗнле материалсем пур, пӗтӗмпех пухӑр та ӑна парӑр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку таранччен Грэя хӑйӗн сад пахчин уйрӑм пайӗсем — ҫутӑ пайӑркисем, йывӑҫ мӗлки, чечек, тураттисем чӑлханса пӗтнӗ лаштра вулӑ — урӑххисен нумай-нумай садӗнче ҫеҫ курӑннӑн туйӑнатчӗҫ, сасартӑк вӗсем яр уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ, пурте — ҫав тери илемлӗ, тӗлӗнсе каймалла килӗшӳлӗхре.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пысӑкрах пайӗсем ҫӗмренӗн варӗнчи пайӗ валли, пӗчӗкреххисем вӗҫӗсем валли пулнӑ.Эти большие куски предназначались для средней части лука, а куски потоньше — для обоих концов.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
«Мускава валли халех вунӑ миллион пӑт тырӑ тата вунӑ пин пуҫа яхӑн выльӑх хатӗрлесе ӑсатма ҫитмӗл пилӗк миллион тенкӗ, май пулсан вакӑ укҫан тата тӗрлӗрен таварсем: сенӗксем, пуртӑсем, пӑтасем, болтсем, гайкӑсем, чӳрече кантӑкӗсем, чей хатӗрӗсемпе тирӗк-чашӑк, косилкӑсемпе вӗсен пайӗсем, заклепкӑсем, урапа шинисем, тырӑ вырмалли машинӑсем, ҫӗре тикӗслемелли катоксем, спичка, ут хатӗрӗсем, урана тӑхӑнмаллисем, ситец, трико, гибсон, ластик, сатин, шевьет, хӗрарӑмсен тата гвардеецсен марин пуставӗ, тӗрлӗрен сӑран таврашӗ, атӑ-пушмак валли туса хатӗрленӗ сӑрансем, чей, ҫавасем, сеялкӑсем, сӗт сумалли витресем, плугсем, михсем, брезентсем, калушсем, краскӑсем, лаксем, тимӗрӗҫпе столяр инструменчӗсем, напильниксем, карболовӑй кислота, скипидар, сода… кирлӗ пулать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Формӑланса ҫитмен отрядсенчен ротӑсем тата батальонсем тӑва пуҫлаҫҫӗ; вӗсен йышне, вырӑнти советсен ҫар пайӗсем урлӑ доброволецсем пухса, ӳстереҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Урам тепӗр енчи ҫуртсене академи пайӗсем вырнаҫнӑ, кунти прожектерсем пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑман наукӑсем тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑн чух вӗсем ман ӳт-пӳ пайӗсем пурте ҫитӗнсе ҫитнине, эпӗ ӗнтӗ нумай ҫул хушши пурӑннине кӑтартрӗҫ, ҫакнах тата вӗсем лупӑпа уҫҫӑнах куракан ман сухал та пит витӗмлӗ кӑтартать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунта хул калаккисем, кайри пӗҫӗсем тата ҫурӑм ҫинчи чи лайӑх пайӗсем пурччӗ; пӑхма вӗсем така ашӗ пекрех туйӑнатчӗҫ, анчах пысӑкӑшӗ тӑри ҫуначӗнчен те пӗчӗкрехчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Французсен ҫарӗн малти пайӗсем Багратион отрячӗ ҫине тапӑннӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Наполеон ҫарӗн малта пыракан пайӗсем Цнайм патнелле кайнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вырӑс ҫарӗн кайра пыракан пайӗсем ҫыран хӗррине тухнӑ-тухманах французсен утлӑ егерӗсем кӗпер ҫине пырса кӗнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫак юхӑмӑн хӑшпӗр пайӗсем Ҫӗр ҫинех вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, унта вӗсем атмосфера сывлӑшӗн ҫиелти сийӗпе тӗртӗнсе сывлӑша ҫутатаҫҫӗ.
Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Юпитер ҫинче те тӗнче пайӗсем Ҫӗр ҫинчи пысӑкӑшех пулсан, вӗсем ҫак чи пысӑк планета ҫийӗнче ҫичҫӗртен те ытларах пулнӑ пулӗччӗҫ.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тӗлӗннӗ ҫынсем умне кӗнекесенче пӗр сӑмахпа асӑнман урӑх ҫӗршывсем, тӗнчен пысӑк пайӗсем туха-туха тӑнӑ.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.