Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитӗнекен ӑрушӑн тӑрӑшасси, ӑна пулӑшса пырасси тата хӳтӗлесси – ашшӗ-амӑшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех обществӑпа патшалӑхӑн тӗллевӗ те.
Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/01/news-3865802
Свифт романӑн иккӗмӗш пайӗнче Англин обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи уйрӑм ҫитменлӗхсене мар, уйрӑм пуҫлӑхӗсене те мар, пӗтӗм тытӑм системине тата государство йӗркине пӗтӗмӗшпе питлет.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Эпӗ, хам тавра шанчӑк паракан ҫынсене пухса, вӗсен ӑс-пуҫӗсене йӗркелесе аталантармашкӑн пулӑшса пынӑ пулӑттӑм; хамӑн пурнӑҫра питех те нумай опытсемпе асаилӳсем тата сӑнавсем тӑрӑх вӗсене халӑхшӑн хисеплӗ ӗҫсем туни обществӑпа хӑйсен пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрасси ҫинчен вӗрентсе пырӑттӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ часах ҫакӑнти мӗлкесемпе чунсенчен тӑракан обществӑпа хӑнӑхса ҫитрӗм те виҫҫӗмӗш кунӗнчех вӗсенчен хӑрами пултӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсен шухӑшӗпе ача-пӑчана пӑхса ӳстерес ӗҫе обществӑпа государство ҫине хумалла.Лилипуты полагают, что воспитание детей должно быть возложено на общество и государство.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Яланах: кӗрешӳ мӗн хака ларать текен ыйту пирки шухӑша кайсан, обществӑпа историре тӗп улшӑнусем хӑҫан пулса иртӗҫ?Как могут произойти изменения в обществе и в истории, если бояться жертв, которых требует борьба?
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Обществӑпа государство ыйтнисенчен иртсе кайса, вӗсене пӑхӑнмасӑр пурӑнакан ачасем хушшинче пулакан тутӑ тата шӑрш гиперэмоцисенчен пуринчен ытларах тутлӑ япаласем юратни, эрех ӗҫни, чӗлӗм туртни палӑрать…
45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Мана эсир ҫав обществӑпа унӑн членӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине тӳрех, нимӗн пытармасӑр калани ҫеҫ кирлӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Малтан ахаль ыйтусем ҫине панӑ ответсем пулнӑ, унтан Болла обществӑпа ҫыхӑнса тӑни ҫинчен, Ливорнӑра вӑрттӑн литература сарни тата студентсен пухӑвӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ҫакна хушса калама пултаратӑп тата: эпир пӗлнӗ тӑрӑх, эсир вӑл обществӑпа ҫывӑхрах ҫыхӑнса тӑнӑ — сирӗн ӗҫ эсир вӑрттӑн литература вуланинче кӑна пулман.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унта Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, обществӑпа политика тата патшалӑх деятелӗ Евгений Борисов та хутшӑнчӗ.
Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11
«Авангард» хаҫат редакцийӗнче чылай ҫул вӑй хуракан, обществӑпа политика пайне ертсе пыракан Альбина Егорова редактор конкурса ҫулленех хутшӑнать.
Ӗҫтеш конкурсра палӑрнӑ // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2020.12.11
— Ырӑ ҫын пул, санран пӗтӗм обществӑпа ыйтатпӑр, пирӗн хисеплӗ юлташ Щорс.— Будь милостив, всем обществом тебя просим, уважаемый наш товарищ Щорс.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Уйрӑм ҫынна яланах ушкӑнпа, обществӑпа паллаштараҫҫӗ.
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Обществӑпа тухрӑмӑр, — каласа парать пӗр хресчен, тӑлӑп тӑхӑнса, хулпуҫҫи урлӑ берданка ҫакса янӑскер.Обществом вышли, — рассказывал один из крестьян, одетый в нагольный тулуп, с берданкой за плечом.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм обществӑпа сада кайрӗ, Базаров хӑйпе калаҫма ӗмӗтленнине курсан, аяккалла темиҫе утӑм турӗ те чарӑнса тӑчӗ.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эпӗ сана, тусӑм, губернатор патне визитпа кайса килме канаш паратӑп, — терӗ вӑл Аркадие: — хӑвах пӗлетӗн, эпӗ кӑна, влаҫсем патне пуҫҫапма кайма кирлӗ тесе кивӗ йӑласене тытса пынипе мар, ахаль кӑна, губернатор лайӑх ҫын пулнӑшӑн кӑна калатӑп, ҫитменнине эсӗ кунти обществӑпа паллашасшӑн пулмалла…
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑнана ҫӳреме тытӑнчӗ, галерейӑсенче кӑна мар, уҫӑлма тухсан та хӗрарӑмсемпе пулчӗ, вӗҫкӗннӗн тумланма пуҫларӗ, калаҫнӑ чух художник обществӑпа пӗрле пулмалла, ун ятне ҫӳлте тытмалла, художниксем атӑ тӑвакансем пек тумланаҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ пек тыткаламаҫҫӗ, хӑйсен мӑнкӑмӑллӑхне палӑртмаҫҫӗ, вӗсем пӗрре те вӗреннӗ ҫынсем пек мар тесе калаҫрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Уҫӑлӑх, таса чунлӑх, уҫҫӑнлӑх — акӑ пирӗн тӗп принципсем, Чӑваш Енре патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗ гражданла обществӑпа хутшӑнса ӗҫленӗ чухне вӗсене яланах асра тытать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
«Эпӗ хама валли хамах улталамалла туса капкӑн лартмарӑм-ши тата ҫак манӑн хамӑрӑн пӑсӑлнӑ ҫак обществӑпа татӑклӑн кӗрешӗве тухма хастарлӑх ҫитерейменнипе пулса каймарӗ-ши?
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.