Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗпе курӑк вӗсен урисене ыраттарчӗ, нӳрлӗ тӗтре сӑрхӑннипе тумтирӗсене нӳр ҫапрӗ.Мокрая осока резала ноги, от влажного тумана одежда пропиталась сыростью.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Эсӗ ӑнланайманнине хирӗҫ манӑн пит ҫӑмӑл ответ пур: ҫав тӑпра ҫумӑрсемпе сывлӑшри нӳр ӗҫленипе пулнӑ.На твой вопрос есть очень простой ответ, а именно, что эта почва образовалась из осадочных пород.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ ҫак шухӑшсемпе часах килӗшрӗм, мӗншӗн тесен, ҫӗр айӗнчи шӑтӑк, е нӳр, е кукӑркаланса пырса пӗрмаях хӗвелтухӑҫнелле пӑрӑнса ҫӗр айнелле тарӑналла илсе пырать.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Витӗрех нӳр ҫапнӑ сывлӑшра пурте тӗтреллӗ те кулепесӗр пек туйӑнать.В воздухе, насквозь пропитанном сыростью, все казалось расплывчатым и туманным.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӗчӗк шӑтӑксем, ҫӗр ӑшӗнчи нӳр, ҫӗре ҫемҫетни — вӑл ҫӗре шӑварнӑ пекех пуласси ҫинчен мӗн калаҫни пӗтӗмпех иккӗленӳллӗ пек туйӑннӑ уншӑн.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Акса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи малтанах ҫурхи нӳр калчасене вӗри ҫиле тӳссе ирттерме пулӑшать, унтан вара ҫумӑр ҫума пуҫлать те инкеке сирсе ярать, хальччен ӗмӗтленнӗ курман-илтмен вӑйлӑ тырпула пухса кӗме май парать, тесе шанчӑк тытса пурӑннӑ ҫынсем.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Асӑннӑ юханшыв Веллингтон провинцинчен пуҫланса Окленд провинцине ҫитиччен икҫӗр миль тӑрӑшшӗне юхса выртать, ҫурҫӗрти утравӑн чи ҫимӗҫлӗ ҫӗрӗсене нӳр парса иртет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Нӳр ҫитменнипе йывӑҫсен сӗткен сахал.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сывлӑш лӑпланса тӑманнине пула тӑпрара пӗр нӳр те ҫук.Непрерывные токи воздуха не давали влаге скопляться в почве.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак айлӑмра ҫитӗнекен ӳсен-тӑрансен тӗнчи, унӑн темӗн чухлӗ ҫӑлӗсенчен нӳр илсе тӑрса, хӗвелӗ унӑн ҫитмеллипех ҫитнӗ ҫуттисемшӗн ҫӗр хут каялла тавӑрса парать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӗмӗл тӗслӗ курӑнакан шыв кӳленчӗкӗсем урлӑ-пирлӗ пӗчӗк ҫырмасемпе пӗрлешӗнеҫҫӗ те мӗнпур улӑхсенчи сӗткенлӗ курӑксем валли нӳр ҫаптарса тӑраҫҫӗ.Серебристые пруды, соединённые между собой сетью ручейков, питали сочную зелень равнин.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Утӑ купи ҫине йӑпӑртлӑха канма лартӑм та… сулхӑн нӳр ҫапнипе вӑранса кайрӑм.Я на минутку присел возле стога сена и … проснулся от прохлады.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
— Ҫуркунне нӳр сахал пуласран хӑратӑп.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Апла иккен: пӗр Голубева ҫӗрне анчах нӳр кирлӗ, кӳршӗри ҫӗр пурӑнтӑр хӑй пӗлнӗ пек.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗвелпе хӗртӗнсе выртакан чул питӗ вӗри пулнӑ, айккисенчен сирпӗнсе юхакан шывран кӑмӑллӑ нӳр ҫапса тӑнӑ.Разогретый солнцем камень был горяч, а вокруг него веяло приятной свежестью от быстро бегущей воды.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун пек ан пултӑр тесен, ӳсен-тӑрана малтанхи ҫулсенчех нӳр памалла, ялхуҫалӑх культурисене акни шӑпах ҫав нӳрӗ парать те…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ставрополь тип ҫӗрӗ ҫинче вӑрман лартса ӳстернӗ чухне йывӑҫсем ӳснӗ пирвайхи вунӑ ҫул тӑпрара нӳр епле пулсан та ытларах тытса хӑвармалла.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нӳр шӑрши кӗрекен коверсем ҫинче хускалмасӑр итлесе ларакан ачасен ҫаврашка пуҫлӑ мӗлкисем курӑнаҫҫӗ.Пахло сыростью от ковров, на которых не двигались круглоголовые тени заслушавшихся ребят.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Койкӑсенчен пӑнтӑхма пуҫланӑ пир-авӑр шӑрши кӗнӗ, пур япаласене те нӳр ҫапнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Лампа коверсем, картинӑсем, портретсем ҫакнӑ чул стенасене, Яша пиччен нӳрленесрен михӗпе чӗркенӗ мандолинине, шашкӑсене, саралса кайнӑ домино шӑммисене, патефонпа пластинкӑсем хумалли ешчӗкне ҫутатса ячӗ; ешчӗкӗ ҫӗр айӗнчи нӳр ҫапнипе хӑйпӑнса кайнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.