Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурте пӗлетчӗҫ вӑрӑм Павӑлӑн тырӑ нумаййине, анчах, чеескер, тем хушӑра ӑна салатса та пӗтернӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Яшка-ҫӑкӑр тыт-калакан пӳлӗмре тирӗк-чашӑк нумаййине аса илчӗ те унта кайма шут тытрӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Капиталистсем Донбасра ҫӗркӑмрӑкӗпе тимер руди нумаййине часах сиснӗ.Быстро узнали капиталисты об угольных и рудных богатствах Донбасса.
Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Траулер ҫинчи радист ҫав вӑхӑтра тинӗсре ҫӳрекен траулерсемпе пуринпе те ҫыхӑну тытать, вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пулӑ ӑҫта нумаййине пӗлсе, капитан вара хӑш тӗле пулӑ тытма каймаллине каласа парать.
Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вал ССР Союзӗнче айлӑм тӳремлӗхсем нумаййине пӗлтерет.
ССР Союзӗн ҫӗр пичӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тусӑмӑн ӗҫӗ нумаййине сиссе, ложӑран тухса шурӑм.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ку - ӗҫ нумаййине е тӑтӑшах вӑрҫӑннине пула.
33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хунчар таврашӗ хӑйсен ялӗнче хальхи вӑхӑтра Укаслу майлисем нумаййине, вӗсене тӗп тумасассӑн пурнӑҫ йӗркелеме йывӑр пулассине питӗ лайӑх пӗлет.
Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗветӗр кукашшӗн ӗҫес кӑмӑлӗ те пурччӗ, анчах халӑх нумаййине курса унта тӑрас темерӗ, пӗр тикӗссӗн ешерсе ӳсекен йывӑҫсем ҫине киленчӗклӗн пӑхса малалла утрӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
2015 ҫулхи К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчен те нумаййине кӗтетпӗр: чӑваш литературин классикӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче анлӑрах сарасса, Чӑваш Енӗн историпе культура еткерлӗхне сыхласа хӑварма майсем туса парасса, республикӑн ятне-сумне ҫӗклессе, Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетессе тата ыттине те.
Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.
Балатонри шыв таса, анчах унта планктон нумаййине пула вӑл тӑрӑ мар.Вода в Балатоне чистая, но не прозрачная из-за содержания в ней планктона.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Пӗр Уҫӑп Тимахвейч кӑна ни шӑна нумаййине, ни кукӑль шӑршине туймасть — аллисемпе хӑмсарса ларать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
. Курӑнманни мӗн таран нумаййине курас тесен — ҫынна ӑнланмалла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тарт капитан утрав пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ, анчах ӗҫлӗ ҫын пулнӑ май унти ҫӗр пулӑхлӑхне тата тӑпра мӑнтӑрлӑхне, ҫавӑн пекех питӗ тутлӑ ҫӑл шывӗ нумаййине палӑртрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
— Итле-ха, пичче, — терӗ сасартӑк Ҫемен, — енчен эсӗ пирӗн юлташлӑх кассинче укҫа нумаййине пӗлсен, ӑна та ҫаратӑттӑн-и?
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫук, ҫук, ку ача чайнӑйра манӑн укҫа нумаййине курчӗ-ҫке, угрозыск агенчех-тӗк, нэпман мар, кулак та мар манашкал ҫыннӑн ун чухлӗ пулаймасса тӳрех тавҫӑрса илмелле, ку таранччен тытса, эпӗ камне тӗрӗслемелле…»
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ тавра тенӗ пекех ҫаврӑнса ҫӳресен тата тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫитсе курсан, эпӗ ҫак кӗнекесем ҫинче юптарса ҫырнисем нумаййине ӑнланса илтӗм, вара ҫулҫӳревсем ҫырнӑ кӗнекесене вулама йӗрӗнекен пултӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑш чухне мана ҫав лӑпкӑ ҫынсем пурӑнӑҫӑн чул чӗрине пуснӑ мӑк пек туйӑнатчӗҫ, вӑл ӑна ҫемҫетсе кӑпӑшкарах тата япала ӳсмеллерех май туса парать; анчах пуринчен ытла лӑпкисем нумаййине, вӗсем ирсӗрлӗх енне ҫӑмӑллӑнах ҫавӑрӑнма пултарнине, вӗсен чунӗсем авкаланса курӑнмалла мар улшӑнма пултарнине тата вӗсем вӑрӑмтуна пек нӑйкӑшнине сӑнасан — эпӗ хама хам пӑван кӗтӗвӗ ӑшне лекнӗ тӑлланӑ лаша пекех туяттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Маякинӑн хулари хисеплӗ вырӑнне пула тата Атӑл ҫинче ун пӗлӗшӗсем нумаййине кура, ӗҫ питӗ шеплӗ пынӑ, анчах Маякин ӗҫ ҫине ҫавӑн пек ытла та вӗчӗрхенсе пӑхни — хреснашшӗ хӑйӗн хӗрне чӑнах та Фомана качча пама татӑклӑнах шут тытнӑ иккенне тата ытларах ҫирӗплетнӗ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карачири «Халик-холл» залӗ кӗҫӗрхи пек тӗрлӗрен халӑх нумаййине нихҫан та курман.
Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.