Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӳречерен тул енче ним сассӑр каҫ; сайра-хутра сивӗ шартлатса илет, ҫынсем сӗтел патӗнче лараҫҫӗ, шӑн пулӑсем пек, ним те чӗнмеҫҫӗ.Мёртвая ночь за окном; изредка потрескивает мороз, люди сидят у стола и молчат, как мороженые рыбы.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакӑ уншӑн ним те мар пекех пулчӗ, вӑл ним пӑшӑрханмасӑр ҫапла ҫеҫ каларӗ:Это не произвело на неё никакого впечатления, она только заметила равнодушно:
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эй турӑ, эпӗ ним те ыйтмастӑп, мана ним те кирлӗ мар, канма ҫеҫ пар, лӑплантар мана, турӑ, хӑвӑн вӑй-хӑватупа!
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Часах эпӗ те ҫав уксах хӗрачана май килнӗ таран час-часах курасшӑн, унпа калаҫасшӑн е ним чӗнмесӗр хапха ҫумӗнчи тенкелӗ ҫинче унпа юнашар ларасшӑн ҫунма пуҫларӑм, — унпала ним чӗнмесӗр ларни те лайӑххӑн туйӑнатчӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша эпӗ тулашнине темле тӗлӗнмелле пӑхрӗ: ҫӗр ҫине ларса, ҫӑварне кӑшт карса, куҫхаршисене чалӑштарса, вӑл нимӗн чӗнмесӗр мана астуса пӑхса ларчӗ, эпӗ пӗтерсессӗн, вӑл васкамасӑр тӑчӗ те тумтирне силлерӗ, сюртукне хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ те, ним пӑшӑрханмасӑр, хӑрушшӑн каларӗ:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Партизансем, хырсем айӗнчи юра чавса, типӗ йывӑҫ хушшисем туртса кӑларчӗҫ те вӗсене сарса ларчӗҫ, йывӑҫ вуллисем ҫумне таянчӗҫ, ним ҫинчен шухӑшламасӑр, ним кӗтмесӗр, пӗр чӗнмесӗр сӑмалаллӑ сывлӑша сывларӗҫ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юлашкинчен унӑн урисем ним ҫук вырӑна шуса кайрӗҫ, вӑл аллисемпе ҫеҫ ашшӗн сӑхманӗнчен тытса тӑрать; вӗсем те ӗнтӗ ним пӗлми пулса кайрӗҫ, халь-халь вӗҫерӗнеҫҫӗ тейӗн.Наконец, ноги ее скользнули в пустоту, и только руки еще держались за сермягу отца, но уже онемели.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫапла шухӑшлатӑп; атте тавлашӑва килӗшсе татӑлнипе пӗтерме сӗннине пӑхмасӑр, Петр Васильевич, хӑй чапа тухассине амӑшӗнчен парнене кӳнӗрен, атте унашкалли ним те туманран, салху та ҫиллес пулнӑ, ӑна ним те тӗлӗнтерме пултарайман; атте, ҫак салхулӑха асӑрхаман пек, сапаланчӑк кӑмӑллӑ, хаваслӑ пулнӑ тата унпа тӗлӗнмелле мыскараҫӑпа калаҫнӑ пек калаҫнӑ; ҫавӑн пек тунӑшӑн хӑшпӗр чухне Петр Васильевич аттене кӳрентерчӗ, тепӗр чух вара кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех атте кустӑрми ҫине ларатчӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла калани питӗ тӳрккесле пулнине эпӗ тавҫӑрса илеймерӗм; эпӗ ун чухне шутлана тӑрӑх, ҫынна мухтасшӑн каланӑ йӗрӗнчӗк сӑмахран намӑслӑраххи урӑх ним те ҫук пулсан, кӑштах тӳрккесреххӗн, пытармасӑр каланинчен кӑмӑллӑраххи, лайӑххи ним те пулмалла мар.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Валахина манран тӑвансем ҫинчен, пичче ҫинчен, атте ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, унтан хӑйӗн хуйхине — упӑшкасӑр тӑрса юлнине каласа пачӗ, юлашкинчен, манпа урӑх ним ҫинчен те калаҫма ҫуккине туйса, «Эхер эсӗ халь тӑрса пуҫ тайса тухса кайсан, питӗ лайӑх тӑватӑн, савнӑ чунӑм» тенӗ пек, ман ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗ, анчах манпа тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ыратассинчен нимӗн чухлӗ те хӑраман, ыратнине нихҫан та тӳссе курман, анчах Сен-Жером мана ҫапма пултарни ҫинчен шухӑшласа илниех мана пусӑрӑнтарса ним шутла пӗлми тӑватчӗ, ҫилентерсе яратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗренмелли нумай, ҫитменнине йывӑр, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, вӗренме ӗлкӗрес ҫуккине те куратӑп, кунсӑр пуҫне хама хам вӗчӗрхенсе ларатӑп, ун пек чухне шухӑш ним ҫинче те чарӑнса тарасшӑн мар.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сережа мана пӗрремӗш хут сӑмах чӗнсе каласан, эпӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал телей килсе тухнӑран ним тума пӗлменнипе пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӑм, хирӗҫ ним калама та пултараймарӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ним тума та ҫук: эпӗ лутӑрканса пӗтнӗ хута чӗтрекен аллӑмпа кукамая тыттартӑм; анчах чӗлхем нимӗн чухлӗ те итлесшӗн пулмарӗ мана, вара пӗр чӗнмесӗр кукамай умне чарӑнса тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, тарӑхтарсан вара… нимрен те хӑрамасть… уншӑн никам та ним те мар… унтан лайӑх юлташ тупма ҫук…Ну, а уж если попадешься на зуб… ничего не боится… ему все нипочем… товарищ — лучше нету…
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Нимӗн те калаймӑн — вӑйлӑ! — тет Лира, кӑмӑлӗ тулнипе ним тума пӗлмесӗр.— Ну, ничего не скажешь — здорово! — говорит Лира, захлебываясь от полноты чувств.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тӳррӗн, ним пытармасӑр, ним те шухӑшласа кӑлармасӑр, хӑвӑртан ӑслӑрах пулма тӑрӑшмасӑр ответ парӑр.Отвечайте просто, искренно, ничего не выдумывая, не притворяясь умнее, чем вы есть на самом деле.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халь ним ҫине пӑхмалли те, ним пирки савӑнмалли те ҫук, анчах ыран акӑ…Сейчас ему не на что смотреть, нечему радоваться, а вот завтра…
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах вӑл тӳп-тӳррӗн, аллисемпе сӗтел хӗрринчен тытса, ним пӑлханмасӑр тӑчӗ; аякран унӑн пичӗ ҫине, класӑн тепӗр вӗҫнелле пӑхакан куҫӗсем ҫине пӑхсан, эпӗ унран нимӗн те ыйтма кирлӗ маррине ӑнлантӑм.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.