Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

никампа (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никампа калаҫма ҫукки ӑна питех те пӑшӑрхантарнӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах эпӗ никампа та паллашма ӗлкӗреймерӗм-ха.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗчченех пурӑнать Роза, никампа та ҫыхланмасть.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл пӗр тӗле тинкерсе пӑхнӑ та, никампа калаҫман пек, ӗлӗк хӑй курнисене аса илет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никампа та сана улӑштармӑп…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никампа та калаҫмарӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уя тухсан, урӑх никампа та тӗл пулмасса шанса, вӑл канлӗрех утма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗншӗн тӗн тени ниме тӑман, кирлӗ мар ӗненӳ пулнӑ, анчах анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараҫҫӗ, анчах эсир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та, никампа та, нимӗн те калаҫса ан ҫӳрӗр», — тетчӗ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Сана чӗнсен никампа та сӑмахласа ан тӑр.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн хытах пусӑрӑнчӗ вӑл, никампа та калаҫмасть, шӳтлемест.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сахал ҫывӑрсан та, ӗҫре ялан савӑнӑҫлӑ, пуринпе те кӑмӑллӑ, никампа та сасӑ хӑпартса калаҫмасть.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл, никампа пӗр сӑмах чӗнмесӗр, тӳрех ача кравачӗ патне пычӗ, пепки ҫывӑрнипе-ҫывӑрманнине тӗрӗслерӗ те: — Ҫаплах ӳсӗрет-и? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Крахъян ялта никампа та килӗштереймест, вӑл вӑрҫман ҫын та юлман ялта.

Помоги переводом

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Кун пирки никампа та калаҫма сӗнместӗп, — вӗрентекен сассине хытарчӗ, анчах та куҫӗсем ун ҫаплах ыррӑн йӑлтӑртатрӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи кирли - хӑйсен никампа танлаштарайманнине, культурине тата йӑли-йӗркине упраҫҫӗ.

И самое главное – сохраняют свою идентичность, культуру и традиции.

Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3492481

Никампа та ан вӑрҫӑнӑр, плансем пирки каласа ан кӑтартӑр.

Не стоит ни с кем ссориться и делиться планами, сначала начните действовать.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ну, калӑпӑр, нимӗнпе те, никампа та ҫыхӑнса тӑмалла мар, пӑхӑнмалла мар пултӑр?

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— 1947 ҫулхи сентябрьте пиччесемпе йӑмӑк, тантӑшсем пурте партӑсем хушшине ларчӗҫ, эпӗ пӗчченех юлтӑм, никампа выляма тата кичем.

— В сентябре 1947 года братья и сестра, все подруги сели за парты, а я одна осталась, играть не с кем, скучно.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Никампа та калаҫма ҫук.

Помоги переводом

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Петӗр никампа та паллашасшӑн пулмарӗ: «Мӗн тума? Ыран Самартан тухса каятӑп-иҫ», — терӗ.

Помоги переводом

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней