Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, танк патӗнче мӑкӑрланакан вут ҫине пӑхса, пӑшӑлтатрӗ:
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юханшыв ҫывӑхне вырнаҫнӑ хресчен пӳрчӗсен мӑрйисенчен мӑкӑрланакан тӗтӗм майӗпенех сирӗле пуҫларӗ, хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем пӳрт умне шыв пӗрӗхсе тусана лӑплантараҫҫӗ, лутра тенкелсемпе пӗчӗк сӗтелсем майлаштарса лартаҫҫӗ: каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ-ҫке-ха.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Давыдов кустӑрма айӗнче мӑкӑрланакан тусан ҫине пӑхрӗ те, аллине шанӑҫсӑр сулса, колхоз правленине кайрӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Йывӑр шӑршӑ, ӳсӗрпе хӗрелнӗ, тарланӑ пит-куҫсем, мӑкӑрланакан икӗ лампа, хупахӑн пылчӑкпа та тӗтӗмпе хуралса пӗтнӗ стена хӑмисем, унӑн ҫӗр урайӗ, ҫак тӗксӗм шӑтӑк, — ҫаксем пурте чуна тӑвӑрлантарса яраҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗрин коробки ҫинче лакпа сӗрнӗ, хура куҫлӑ цыган хӗрӗ, унӑн хӗрлӗ тутисем мӑкӑрланакан папирос хыпнӑ, хура ҫӳҫӗсем ҫине роза чечекӗ тӑхӑнтарнӑ, «Цыганка» мӗнпурӗ те пилӗк коробкӑшӑн ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен цыган хӗрӗсен сӑнне пилӗк таран ҫеҫ ӳкернӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Таврари ҫӗре пӗтӗмпех алтса шӑтарса пӗтернӗ, ӑҫта ан пӑх — унта тӗтӗм мӑкӑрланакан воронкӑсем курӑннӑ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948