Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасем виҫҫӗшӗ те кӑштах ҫӗкленчӗҫ, мӑйӗсене тӑсрӗҫ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ачасем, мӑйӗсене тӑсса, Сева ҫине пӑхма пуҫларӗҫ.
11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тип-тикӗс те нумай пучахлӑ тырӑсем, мӑйӗсене акӑш пек авса, йывӑр пуҫӗсене пӗкӗртсе, ҫулӑн икӗ айккипе те лараҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Приютрисем мӑйӗсене тӑснӑ та, сывлӑшӗсене кӑлармасӑр, сцена ҫине шӑтарас пек пӑхса ларнӑ.Приютские, затаив дыхание и вытянув шеи, уставились на сцену.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Урамран халӑх ытларах та ытларах пухӑнса килчӗ, ҫынсем ним чӗнмесӗр, мӑйӗсене тӑсса, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса тӑкӑрлӑкалла хӗсӗнсе кӗчӗҫ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унта вырнаҫсан, малта мӗн пулса иртнине курасшӑн мӑйӗсене тӑсса, хӗвӗшекен ытти ҫынсем ҫине ҫӳлтен ҫӗнтерӳҫӗлле мӑнаҫлӑн пӑхса ларать.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Мӑйӗсене тӑсса, пӗр таттисӗр вӗреҫҫӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Халӑх вӗсене хупӑрласа илчӗ; ҫынсем пӗр-пӗрне тӗрткелеҫҫӗ, хӗсеҫҫӗ; мӑйӗсене тӑссах кармашаҫҫӗ, лайӑхрах курасшӑн, варринче тӑраканнисем вӗсене тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вара вӗсем сасартӑк ура ҫине тӑрса мӑйӗсене тӑсрӗҫ те чӑхха тӑватӑ юпа ҫине ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе илчӗҫ, чӑхӑ ҫӗртен нумай ҫӳлте, сывлӑшра сулкаланса пычӗ.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Ҫамрӑк хурсем, хӑйсен вӑрӑм мӑйӗсене тӑватӑ юпа пекех тӑратса, чӑхӑ хыҫҫӑн аслӑк айне кӗрсе кайрӗҫ.И молодые гуси, подняв высоко шеи свои, как четыре столба, пошли за курицей под навес.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Ҫамрӑк хур чӗпписем мӑйӗсене тӑссан амӑшӗнчен ҫӳлерех курӑнаҫҫӗ, анчах ҫаплах ун хыҫҫӑн ҫӳреҫҫӗ-ха.Молодые гуськи, если шеи вытянут, становятся чуть ли не выше матери, но все еще ходят за ней.
Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Вӑл хавас та ҫӑткӑн куҫӗсемпе салтаксем ҫине пӑхса илчӗ, лешсем тутӑр пӗркеннӗ, мӑйӗсене хӗрарӑм ҫухисем чӗркенӗ, урисене ҫӗтӗк-ҫатӑк атӑсем тӑхӑнса янӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кайран мӑйӗсене тӳрлетрӗҫ, пуҫӗсене каҫӑртрӗҫ, ҫӑварӗсене карчӗҫ.Потом шеи выпрямили, головы назад откинули и рты приоткрыли.
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
Хурсем хӑйсем хӑнӑхман вырӑна лекнипе мӑйӗсене тӑсса какӑлтатаҫҫӗ.Гуси в непривычной обстановке вытягивали шеи и всполошенно гоготали.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пурте мӑйӗсене тӑснӑ, чӗвен тӑрса пӑхаҫҫӗ, пӗрне-пӗри тӗрткелеҫҫӗ.Ребята вытягивали шеи, приподнимались на цыпочки, давили друг друга.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Лашасем ӑна курсан кӗҫенсе ячӗҫ, мӑйӗсене тутлӑ шӑршлӑ утӑ патнелле тӑсрӗҫ, ун аллисене шӑршларӗҫ, хӑма сарнӑ урайне чӗрнисемпе чаваларӗҫ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӑйӗсене малалла тӑснӑ, ҫилхисем ҫилпе выляҫҫӗ, урисем юра чак-чак кӑна тутараҫҫӗ.Шеи вперед, гривы по ветру, ногами по снежному месиву цок-перецок.
Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Чӑнкӑ пусма тӑрӑх, пӗр харӑс утса, рет хыҫҫӑн рет, мӑйӗсене виҫӗ кӗтеслӗ галстуксем ҫыхнӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем Володя Дубинин ячӗпе тӑракан шкулти тата кӳршӗ дружинӑсенчи пионерсем анаҫҫӗ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Нинӑпа Надя сӗтел ҫинче выртакан галстуксене илчӗҫ те, Жора Емелинпа Вова Лазаревӑн мӑйӗсене ҫыхрӗҫ; ачасем янахӗсене ҫӗклесе, сывламасӑр, комсомолкӑсен аллисем ҫине куҫӗсене чалӑштарса пӑхса, хӑйсене пионера илнӗ хаваслӑ саманта сӑнаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Пӗтӗм Союзри Ҫамрӑксен Ленинла Коммунистла Союзен членӗсене Ковалева Нинӑна, Шульгина Надеждӑна ҫамрӑк пионерсен организацине тин ҫеҫ йышӑннӑ ачасен мӑйӗсене хӗрлӗ галстук ҫыхма хушатӑп, — терӗ комиссар.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.