Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан Коркин ӳтсӗр хӗрлӗ ҫынна чылай хушӑ сӑнарӗ; тӑрӑхла ҫаврака ҫӗр-ҫӗр мускул пӗр-пӗринпе чӑлханнӑ, тӗп шӑмма карӑнчӑк ӗлкепе тачӑ-тачӑ чӗркенӗ; мускулсем типпӗн, мӑнаҫлӑн курӑнаҫҫӗ; хӗрлӗ мускулатура тӑрӑх кӑвак пин-пин юн тымарӗ сӑрхӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Пирамидӑсене те мускул вӑйӗпе ҫеҫ туман.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сӑмах чӗрӗ организмсенче хими реакцийӗсене йӗркелеме тата ҫӳҫ е мускул йышши кӑткӑс тытӑмсене хатӗрлеме кирлӗ протеинсем тума усӑ куракан аминойӳҫексен темиҫе тӗсӗ пирки пырать.
Рюгу астероид ҫинчен илнӗ тӑпрара органикӑллӑ молекулӑсем нумай тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34360.html
Ун пичӗ ҫинче пӗр мускул та хускалмарӗ.
2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫак чула вырӑнтан пӗртен пӗр мускул вӑйӗпе хускатаясси пирки ан та шухӑшла, ҫапах та — ултӑ фут ҫӳллӗш; кунсӑр пуҫне кунта пӗр ҫын вӑйӑмӗ ҫеҫ кирлӗ, задачӑна ку вӑйлах кӑткӑслатать: хӑй мӗн палӑртса хунине Гент никама та пӗлтересшӗн мар.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫителӗклех ӗҫленӗ ҫак мускул машинипе матрос пушӑ пирус курупкине тытнӑ.В этой послужившей на своем веку мускульной машине человек держал пустую папиросную коробку.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫуран ҫӳрев пирки илтме тивнине ас туса Давенант лармасӑр утать, кӗске кану хыҫҫӑн ӗшенӳ пусарасса пӗлет, мӗншӗн тесен малтан сывлавпа тата чӗре таппипе килӗшӳллӗн ӗҫленӗ мускул хутланӑвӗсен инерцийӗ пӑсӑлать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл — вӑтӑр иккӗре; ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхет, усал, вӗчӗллӗ, хаяр йӗкӗт; тӗреклӗ мускул вӑйӗпе хӑюлӑхӗ ун пирки хӑрушӑ этем репутацине сарнӑ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Никам та пӑхса тӑмасть, — ку ӑна иккӗлентермест; ҫакӑ Тарт сӑн-питне хӑйне евӗрлӗ, ирӗклӗ пӗлтерӗш кӗртет, ҫак самантсенче кашни мускул, куҫ вылявӗ ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ пирки тепӗр хут питӗ хитрен ҫырнӑ ҫыруллӑ каласа кӑтартать.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсем йӑнӑшнӑ, мӗншӗн тесен Юпитер ҫинче ҫынсем пулнӑ пулсан, вӗсем карликсем пек кӑна пулнӑ пулӗччӗҫ: карликсен мускул вӑйӗ кӑна хӑйсен пӗчӗк те сахал туртакан ӳт-пӳне Юпитер тарӑх ҫӗклесе ҫӳреме ҫитнӗ пулӗччӗ.
Юпитер // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Парӑслӑ кимме ҫил вӑйӗ иштерет, этеме мускул вӑйӗ ҫӳретет; кӳлнӗ лава лаша туртать, унта та вӑй кирлӗ.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Биржӑра ҫав вӑя нумаях пӗтереймӗн, вара купец, тухӑҫлӑн, усӑллӑн вӑй хумалли пурнӑҫ тӗлӗсене чухлаймасӑр, хупахсенче кутёжсем туса, мускул капиталӗн ытлашкине салатать.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мускул вӑйӗсене чакартӑм та, йывӑр ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи пекех, манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса кайрӗ.
18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Манӑн агентсен хыпарлавӗ: хирӗҫ тӑру ҫӗклемешкӗн ҫӗр-шывра кирлӗ чухлӗ мускул ҫук.По сведениям моих агентов в городе и стране нет достаточных мускулов для сопротивления.
Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫарӑн пӗтӗм организмӗ кунта пӗр ҫӗре чӑмӑртанчӗ, мускул пекех карӑнса ҫирӗпленчӗ.Вообще весь гибкий армейский организм здесь сжался, стал тугим, как мускул.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Йӗри-тавраналла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать, итлет, вара каллех, пӗр тӑтӑшлӑ пиҫӗ мускул пек туйӑнакан кӗлеткипе туртӑнса, чулсем хушшипе хӗсӗне-хӗсӗне тухать.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ун питӗнче пӗр мускул та тапранман.
LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кам та пулин ҫав вӑхӑтра ун ҫине пӑхса илме тавҫӑрнӑ пулсан, сӑнавҫӑн туйӑмсӑр пичӗ ҫинче пӗр мускул та сиксе илменнине курса, шалтах тӗлӗннӗ пулӗччӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Унӑн мрамор пек шурӑ пичӗ ҫинче пӗр мускул та чӗтренсе илмерӗ; хускалман куҫӗсенче пурнӑҫ хӗлхемӗ те палӑрмарӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
«Шӑмӑ ҫӗмӗрӗлмен», — мӑкӑртатрӗ вӑл шӑл витӗр, — «пуля тарӑнах кӗмен, пӗр vastus externus мускул витӗр кӑна тухса кайнӑ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
- 1
- 2