Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мунчана (тĕпĕ: мунча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир кунта тӑрӑр-ха, эп халех, — терӗ те старик мунчана кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, хӑрах аллипе ачана, теприпе хӗҫе тытса, мунчана кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмӗ, тем, ҫуратаймасть, тертленет тет, ҫавӑнпа ӑна мунчана илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чи малтан мунчана эпҫи текен супӑнь курӑкӗпе тап-таса ҫӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пек мунчана мӗнле хатӗрлеҫҫӗ вара?

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн пата патька-патша хӑй хӑнана килчӗ, ҫав хушӑрах тата, ав, кин мунчана кайрӗ, ҫӗнӗ кайӑк илме.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эппин, ҫав тӗлӗнтермӗш мунчана халех туса лартмалла.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Мунчана та кашни уйӑхрах йӑрккать.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Савӑнмаллаччӗ кӑна ҫакӑншӑн, анчах шӑпах ҫак мунчана лартнӑ хыҫҫӑн Мининсен ҫемйинче тулса тӑкӑнакан артак пурнӑҫ тӗкӗнме, сулӑнма, сакӑлталанма, айӗн-ҫийӗн ҫаврӑнма тытӑнчӗ, инкек ҫине синкек, сиенсуран ҫине сиен-суран шаршанланма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина мунчана пахчара, карта ҫумӗнчи кашни ҫулах вӗлтрен пусса илекен лапам вырӑнта лартма сӗнчӗ, анчах ҫакна Ула Тимӗрӗн амаҫури амӑшӗ кӑна мар, ялти ватӑсем те хирӗҫлерӗҫ: вӑл вырӑнта ӗмӗрсем-ӗмӗрсем каяллах Христос тӗнне йышӑннӑ ял ҫыннисен часавайӗ ҫуталса — шуралса, пӗлӗтелле, Турӑ ытамне кармашса ларнӑ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ара, пӗтӗмпех ҫав сӑвапсӑр мунчана лартнӑ хыҫҫӑн вӗҫне тӳлемен вӗрен пекех сӳтӗлчӗ, ӳппӗн-тӗппӗн ҫаврӑнса ӳкрӗ те-ха пирӗн пурнӑҫ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пире мунчана илсе кайса ҫӑвӑнтарчӗҫ, форма пачӗҫ.

Как полагается, повели пас в баню, выдали форму.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах пӗррехинче мунчана кайсан, вӗренекенсенчен пӗри сарлака та хӗрлӗ пиҫиххине салтса тӑракан тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ Илиене курнӑ та ӑна Бундук тенӗ.

Но однажды в бане один из учеников, заглядевшись на коренастого Илие, разматывавшего широкий красный кушак, сразу прозвал парня «Бундук».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫемьене укҫа илсе килни ҫеҫ сахал, ачасемпе кӑштах пӗрле пуласчӗ сан, вӗсене вӗренме пулӑшмалла, юмах каласа памалла, урамра пӗрле уҫӑлса ҫӳремелле, мунчана илсе каймалла.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Кӑмакари четвӗрте илсе лартас тесе, Антутти аппа мунчана чупрӗ.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Вӑл пӗрре кантӑкне уҫса урамалла пӑхрӗ, тепре мунчана хашкаса чупса кӗчӗ, пӗр виҫӗ хут лаҫҫа пырса кайрӗ.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Вӗсене ҫийӗнчех пытарса хучӗ хӗрарӑм, пӗрне мунчана кайса лартрӗ, теприне пӳрте — кӑмака тӑррине, виҫҫӗмӗшне — сысна витине.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

— Хура кӗпе-йӗмӗ мунчана юлман пулӗ те ун? — тӗлӗннӗ пек ыйтрӗ манран.

Помоги переводом

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

«Ай, каҫар, хура кӗпе-йӗм мунчана юлнӑ.

Помоги переводом

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш этем мунчана та, шыва та ялан пӗр-пӗччен кӗнӗ, ҫын куҫӗ умне ҫарамас курӑнман, унӑн ҫуначӗсене никамӑн та курма юраман, ют куҫ курсанах — ҫунатлӑ ҫыннан вилмелле пулнӑ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней