Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

муниципалитетра (тĕпĕ: муниципалитет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шутра пирӗн муниципалитетра та Тикешре фельдшерпа акушер пункчӗ, Сӑкӑтра врач амбулаторийӗ ҫӗклерӗҫ.

Помоги переводом

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Сӑмах май, 2022 ҫулта Олег Николаев палӑртнӑ муниципалитетра ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ, хваттер илес тесе пая кӗрсе тӳленӗ халӑхпа курнӑҫнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Вырӑнсенчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх должноҫне йышӑнмалли кандидатсене суйласа илмелли конкурс комиссийӗсен али витӗр хӑшпӗр муниципалитетра теҫетке ҫурӑ, тепӗр чухне ытларах та кандидат тухать.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Аса илтерер: шӑматкун каҫхине пӑрлӑ ҫумӑра пула 17 муниципалитетра электроэнерги сӳннӗ.

Напомним, что в субботу вечером из-за ледяного дождя в 17 муниципалитетах пропало снабжение электроэнергией.

79 ялта электроэнерги ҫук-ха // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33701.html

«БОС» ГПУ пуласлӑхра Чӑваш Енри тата та ултӑ муниципалитетра пурӑнакан халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтересси паллӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Д.Иванов муниципалитетра ҫакӑн йышши модульлӗ клуб юлашки объект пулманнине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Туслӑхра – вӑй // С.ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9772-tusl-khra-v-j

«Канаш хули лайӑх аталанса вӑй илсе пырать. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртессипе те муниципалитет хастар тӑрӑшать, экономикӑна аталантарассипе хӑватлӑ ӗҫлет. Апла пулсан, асӑннӑ муниципалитетра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене те туллин тивӗҫтересси куҫ кӗретех пулӗ», — тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«У города Канаш великолепные базовые условия для того, чтобы сделать рывок. Рывок в экономическом развитии, а через экономическое развитие, конечно же, получить дополнительные возможности для решения социальных задач», — сказал Глава Чувашии Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=be ... b4575c9e35

Вӗсам, мэр алӑкӗсем патӗнче тӑрса, минчетрен тухакан кашни мӑшӑрах: — Муниципалитетра мӑшӑрланнисем! — тесе кӑшкӑрашса ӑсатса яраҫҫӗ.

Они, толпясь у дверей мэрий, гурьбой ходили за новобрачными, приговаривая: «муниципально бракосочетавшиеся».

I. Париж урамӗсенче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Ольга Чепрасова та муниципалитетра йӗрке хуҫаланнине асӑннӑ.

Глава администрации города Новочебоксарска Ольга Чепрасова тоже сообщила выполнении распоряжений в муниципалитете.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Ҫакӑн валли мӗн пур муниципалитетра тата хушма 350 «чӳрече» йӗркелемелле.

Для этого во всех муниципалитетах необходимо организовать дополнительно 350 «окон».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫапах хӑш-пӗр муниципалитетра сахалрах (Шупашкарсӑр пуҫне пур хулара та, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш районӗсенче).

Помоги переводом

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ултӑ муниципалитетра (Йӗпреҫ, Муркаш, Пӑрачкав, Комсомольски, Етӗрне районӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хули) строительство ӗҫӗсем «шӑнса ларнӑпа» пӗрех – кӑтартусем ҫук.

Помоги переводом

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хальхи вӑхӑтра министерствӑра 2015 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе, вӗренӳ управленийӗн ертӳҫисемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисем мӗнле аталаннине тишкереҫҫӗ, кашни уйрӑм муниципалитетра шкул вӗрентӗвӗн тытӑмӗн аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней