Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

минӑна (тĕпĕ: мина) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах, чавса кӑлармалла та минӑпа тӗп труби патне шуса пымалла, унтан аякран кантраран туртмалла та (запас тума юратакан разведчикӑн кӗсьере ҫӑмха пулнӑ) минӑна трубопроводпа пӗрле сирпӗтмелле…

Да, выкопать, подползти с ней под самую главную трубу, а потом издали потянуть за бечевку (у запасливого разведчика был припрятан в кармане моток) и подорвать мину вместе с трубопроводом…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӑшман карапне сирпӗтес тесен ун патне шӑчӑ вӗҫӗ ҫитмеллех ҫывхармалла, минӑна карап корпусӗ ҫумне ҫапӑнтармалла.

Нужно было подойти к вражескому кораблю почти вплотную, на расстояние длины шеста, и ударить этой миной в корпус корабля.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

24. Унтан хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: «унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» тенӗ.

24. И сказал предстоящим: возьмите у него мину и дайте имеющему десять мин.

Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней