Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

манӗ (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта вӑл яланлӑхах Турра манӗ, мансӑр пуҫне малашне никама та аса илмӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавнашкал ӗҫченсене кам манӗ, кам юратмӗ?

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ӗнтӗ ун ҫинчен Ваҫли манӗ те, килте каллех килӗшӳллӗ пурнӑҫ пуласса шаннӑччӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачи-пӑчине, арӑмӗсене мӗнле манӗ вӑл, вӗсене кам мӑшкӑлӗ пулма пӑрахса хӑварӗ?

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӗ тӗнче, тетӗн-и?..

Помоги переводом

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Манӗ тӗнче терӗм-и?..

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫут тӗнче Манӗ пире ӗмӗре.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Анчах уретникӗ, екконӗ манӗ, нимшӗнех чӗн пушӑпа мана аҫам витӗр ҫурӑмран пӗҫертсе илчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн тӑвас, екконӗ манӗ? — ҫичӗ пушӑт ҫӑпати кӗллине шӗшлӗ аврипе ҫапа-ҫапа сурса илчӗ Маркка пичче.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн тӑвас, екконӗ манӗ!

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апла пулсан, хальхи вӑхӑтра вӑл — халӑх тӑш манӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗнӗ хыпарсем каласа патӑр, унсӑрӑн, сана хуралласа ларса; вӑл тусӗсене те манӗ.

Пусть новости расскажет, а то он тебя караулит и всех своих друзей позабыл.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хамӑр уйрӑлнӑ чух Чуптумасӑр манӗ ҫук.

…Дай поцелуемся Мы на прощание.

Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.

— Шансах тӑратӑп, эсир пулӑшнипе вӑл ӑна манӗ.

— И думаю, она его забудет, очевидно с вашей помощью.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Арӑслан патне тепӗр йытӑ пӑрахсан, вӑл хуйхине манӗ тесе, хуҫи ун патне пӗр йытӑ кӗртсе янӑ.

Хозяин думал, что лев забудет своё горе, если ему дать другую собачку, и пустил к нему в клетку живую собачку.

Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ачалӑх кунҫулне кам манӗ?

Все, что каждый из нас берег.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл ним пӑхса тӑмасӑр Обломовкӑна тухса кайӗ, унта мӗн кирлине йӑлт тума хушӗ, нумайӑшне хушма манӗ, пултараймӗ, ячӗшӗн ҫеҫ тӑвӗ, вара каялла вӗҫтерсе ҫитӗ те сасартӑк ҫакна пӗлӗ: чӑрманса ҫӳремелле те пулман-мӗн — пӳрт те, сад та, чаплӑ павильон та пур-мӗн, Обломовкӑсӑр та пурӑнма вырӑн пур-мӗн…

Он поскачет сломя голову в Обломовку, наскоро сделает все нужные распоряжения, многое забудет, не сумеет, все кое-как, и поскачет обратно, и вдруг узнает, что не надо было скакать — что есть дом, сад и павильон с видом, что есть где жить и без его Обломовки…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӑрахса кайӗ, манӗ, ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчен чӗрсе пӑрахӗ-ши?

Уйдет, забудет, вычеркнет его из своей жизни?

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Килте атте-анне хуйхӑрӗ-хуйхӑрӗ те майӗпен манӗ.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней