Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир, паллах, Ромен Роллан майлӑ, Фауст майлӑ мар.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Фурсов пек, пӗр майлӑ шухӑшласа тепӗр майлӑ тума юрать-и вара?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл пирӗн майлӑ та, лешсем майлӑ та ӗҫлет, — терӗ Матюшкин, ӗҫме-ҫиме тата вӗри кӑмака ҫинче ҫывӑрма май килнӗшӗн хӗпӗртенӗскер.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗр майлӑ айӑплама май килмен — тепӗр майлӑ айӑплама пуҫланӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Эпир ҫӗр айне питех те тарӑн ансан температура пӗр виҫеллӗ законпах ӳссе, пӗр майлӑ вӗриленсе пынипе пыманнине пӗлейместпӗр, унӑн законӗ пӗр майлах пырас пулсан, 70 — 90 километр тарӑнӑшӗнче чул таврашсем шӑранма та пултараҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Пӗрре пӗр майлӑ, тепре тепӗр майлӑ сума пуҫласан, вара кашни ӗнерен сахалтан та ҫур литр сахалрах суса илетӗн!
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Тӗрӗссипе каласан, — шухӑшланӑ халь ӗнтӗ вӑл, — ҫак тӗнчере этем пӗр майлӑ ӗмӗтленет, анчах пурнӑҫра тепӗр майлӑ пулса тухать, мӗн пулса тухассине малтанах пӗлес пулсан, этем, тен, нушаллӑ пурнӑҫпах Хӑвалӑхра ӗмӗрне ирттернӗ пулӗччӗ.
VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Уйрӑммӑнах хӗрӳллӗн амӑшӗ ӑна купец тӑвасшӑн пулни ҫинчен каларӗ; анчах вӑл художник, музыкант, юрӑҫӑ пулма ҫуралнӑ, куна вӑл пӗлет, питӗ лайӑх пӗлет; унӑн чӑн-чӑн пултарулӑхӗ — театрта; Панталеоне те ун майлӑ тӑрать, анчах Клюбер господин амӑшӗ майлӑ, амӑшӗ ун сӑмахӗнчен тухаймасть: ӑна купец тӑвас шухӑша та малтан Клюбер господин панӑ, Клюбер шучӗпе купецран чаплӑ ят тӗнчере те урӑх ҫук иккен!
IX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Хамӑр йышшисемшӗн хамӑр чӗлхепе «майлӑ мар» тени — «майлӑ» тенине пӗлтернине ӑнланмастӑн-и вара?— Разве ты не знаешь, что на нашем наречии и для нашего брата «неладно» значит «ладно»?
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ытларан та ытларах акӑлчанла вулама пуҫланӑ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурӑнӑҫне акӑлчансенни майлӑ тунӑ, кӳршӗсемпе сайра курнӑҫнӑ, суйлава кӑна кайса килкеленӗ, унта вӑл пуринчен ытла чӗнмесӗр ларса ирттернӗ, сайра-хутра кӑна хӑйне хӑй либералла тыткаласа, ҫӗнӗ ӑру ҫыннисемпе те ҫывхармасӑр, кивӗ майлӑ помещиксене йӗкӗлтесе хӑратнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кунта пурте вӑл каччӑ пуҫпа Степан килте мар чухне килкелесе ҫӳренӗ пекех; вӑхӑт, ҫак киле сиктерсе, таҫтан урӑх ҫӗртен ҫаврӑнса иртнӗ майлах нимӗнле улшӑну та ҫук; шӑрши те пулин ҫавӑн чухнехиех: чӗрӗ хӑмла аврин йӳҫсе хӑпаракан кӑрчама майлӑ уҫӑ шӑрши, тап-таса ҫунӑ урай, тата пӑртаках, кӑшт кӑна сисӗнмелле, шанса кайнӑ чапӑр курӑкӗн шӑрши кӗрет.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун майлӑ ҫӗр ҫинчен, хирӗҫ вӑтӑрӑн сасӑлаҫҫӗ, вуннӑшӗ ни майлӑ, ни хирӗҫ пулмаҫҫӗ.Ста семью голосами против тридцати и при десяти воздержавшихся.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем халӗ хресченсем майлӑ та, казаксем майлӑ та ҫаптараҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав пурнӑҫ валли ҫынсене те хатӗрлемелле, калас пулать, хӳрисемпе пирӗннисем майлӑ та, сирӗннисем майлӑ та ҫапакансене улӑштарса ҫӗнетес пирки уйрӑммӑн шутламалла.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара эпир ун стипендиатсем пуррине, ҫавӑн пекех эпӗ халь каласа панинчен ытларах пӗлтӗмӗр, ун ҫинчен пайтах тӗлӗнмелле историсем пӗлтӗмӗр, вара эпир Рахметова лайӑхрах ӑнланма мар, пушшех те ӑнланми пултӑмӑр, вӑл пирӗншӗн питех те тӗлӗнмелле ҫын пулса тӑчӗ; эпир ун ҫинчен пӗр майлӑ шутланӑччӗ, вӑл пур, веҫех тепӗр майлӑ пулса тухать, эпир ӑна питех те типӗ ҫын, туйӑмсӑр-мӗнсӗр ҫын, ун чӗри харпӑр хӑйӗн пурнӑҫӗпе нимӗн чухлӗ те тапмасть тенӗччӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳррипе каласан, хӑратӑп эпӗ: унпа шӑлнӗн шухӑшӗсем тӗлӗнмелле майлӑ пыраҫҫӗ, сӑмаха та вӗсем темӗнлерех, сисетни, тӗлӗнмеллерех майлӑ ваклаҫҫӗ, тата характерӗ те майсӑр шухӑ ун.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫыннӑн виҫеллӗ тӗллевӗ — ҫутҫанталӑкӑн тӑватӑ вӑхӑтне, тепӗр майлӑ каласан, тӑватӑ ӗмӗтне ытлашши иртӗнмесӗр пурӑнса ирттересси, пурнӑҫӑн савӑтне пӗр тумлам ахаль тӑккаламасӑр юлашки куна илсе ҫитересси пулать, алхасакан пушарсен ҫулӑмӗ кирек мӗнле ялкӑшсан та, пӗр майлӑ та хуллен ҫунни авантарах», тенӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачана хӗнекен лакей майлӑ та, хӗненӗшӗн савӑннӑ Захар майлӑ та пулса, тарҫӑсем ахӑлтатса кулчӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Виҫҫӗшин те пӗр майлӑ тӳрем сӑмсасем, куҫӗсем те пӗр майлах, хура та ҫивчӗ.У всех троих были одинаковые решительные носы, одинаковые глаза — темные и живые.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑшӗсен — тӗрмере миҫе камера, ҫавӑн чухлӗ ят; кусем — службистсем, «ни пулӑ мар, ни аш мар» — кунта вӑл апат хушса парать, лере — хӑлха чикки тыттарать; вӑл та, ку та — ӑнсӑртран пулнӑ фактсем, анчах ҫапах та нумайлӑха асра юлаҫҫӗ те, ҫав надзиратель ҫинчен пӗр майлӑ шухӑшлаттараҫҫӗ тата пӗр майлӑ ят партараҫҫӗ.
Ҫынсем тата II-мӗш марионеткӑсем (Панкрац) // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953