Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

майлаштарса (тĕпĕ: майлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей тулли миххе ҫӗклесе хӑй урапи ҫине кайса хучӗ, тулли маррине те ҫавӑнтах майлаштарса лартрӗ.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лайӑххӑн типме те, курӑк шӑтма та ӗлкӗреймен йӑмра айне палас сарчӗҫ, ҫыртмаллисене майлаштарса хучӗҫ, варрине четвӗрт эрех лартрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑлтисене аран майлаштарса шыва пӗрре ывӑтаҫҫӗ те урӑх ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

— Э-э, ҫук, — майлаштарса хучӗ Палюк мучи, — пыл хуртне мӗнле кӑйӑк ҫиме юратнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп.

Помоги переводом

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Чӑнах та, йӑва ҫине витеҫҫӗ кӑткӑсем: кашни кӑтки пӗрер хыр йӗппи туртса, ҫӳлерех те ҫӳлерех улӑхса пыраҫҫӗ, йӗпписене ҫынсем пӳрт ҫине турпас витнӗ пек майлаштарса хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Анне тӑпсаран хӑпса кайнӑ хапхана майлаштарса хупасшӑн хӑтланать.

Помоги переводом

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кунтан, тен, пӗр ҫӑкӑр пӗҫермелӗх те тухӗ-ха тесе сулмаклӑ кӗлтине вӑл купа ҫине майлаштарса хурать.

а из того поди и целый каравай. Связав сноп, он с радостью укладывает его в скирду и снова жнет, жнет, жнет…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑнтарӑн пурнӑҫӗ те ҫав, ӑна мӗн чухлӗ майлаштарса яма тӑрӑшан, вӑл ҫавӑн чул ӳпне-питне кайса пырать, сулӑнкӑ ҫине сулӑнкӑ тупӑнать.

Вот ведь жизнь-житуха! Чем больше стараешься ее наладить, обустроить, тем больше ухабов встречаешь на пути.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурнӑҫна час майлаштарса ятӑн эсӗ.

вон какое хозяйство сколотил.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйне пулӑшакан ача ӗнтӗ плугсене майлаштарса ҫаклатса ячӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, кашнине майлаштарса хурса, кӗнекене малалла пӑхать.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та майлаштарса пыратпӑр.

Помоги переводом

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Эсир кӑмакана ҫурса ывӑтнӑ хутсене кӑлартӑмӑр та тетрадь страницисем ҫине майлаштарса ҫыпӑҫтартӑмӑр…

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Турӑҫӑм! — кӑшкӑрса ячӗ Павӑл, — Пӗрер татӑкӑн майлаштарса ҫыпӑҫтарнӑ апӑршасем, кӑтартма ҫав-ҫавах пулас ҫуккине пӗле тӑркачах!..

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна ҫерем ҫине майлаштарса хурса хӑлхине ун кӑкӑрӗ ҫумне туса итлесе пӑхрӗ — Иливан сывламасть те иккен.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан шӑпӑрӗсене майлаштарса тытса пӗр-пӗрне хирӗҫ вырнаҫса тӑчӗҫ, Ахтупай — туй курма килнӗ ҫамрӑксем енче, Иливан — сӗтелпе юнашар.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай шухӑшласа выртнӑ хыҫҫӑн вӑл хут папкине пуҫ айне майлаштарса хучӗ те, сылтӑм ал лаппине пуҫ айне хурса, ыйха путрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсене майлаштарса ҫӗрлечченех ларчӗҫ Ундрицовпа Эльгеев.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах епле-ха саккӑрмӗш класри Сахаров гимназист, тияккӑн ывӑлӗ, ыттисемпе пӗрле «аллилуия» вырӑнне «Камаринские» майлаштарса юрлать?

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир ӑна, ак ҫапла, тытӑпӑр та наччасра майлаштарса хурӑпӑр.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней