Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

луччӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, Кирле хапха патне ҫывхарчӗ, ӑна курсанах Курак матки ҫил-тӑман пек талкӑштарса пычӗ те: — Ӑҫта мурта ҫӳретӗн эс? Карланкӑ ыратиччен кӑшкӑртӑм сана. Эсӗ пӗр сас-хура та памастӑн. Сана-и?! Сана-и, луччӑ… — терӗ ҫӗлен пек чашкӑрса.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ан пул луччӑ эс ҫӗр ҫинче!..

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Луччӑ эп ӑна хам ӗҫсе яратӑп, мана ним те пулмасть, эпӗ Энтрей пекех ҫӗрӗк мар-ха, тӳсетӗп!

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Луччӑ пахча-ҫимӗҫ акмалла тетӗн пуль-ха?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хам мӑн кӑмака ҫине хӑпарса выртрӑм, Ҫеруша каллех утиялпа чӗркесе хутӑм — луччӑ лайӑх ҫывӑрать.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

— Ялкорне этем чарас ҫук, атя, луччӑ хамӑр пӗр-пӗрин ҫинчен жалобӑсем ҫырар мар.

Помоги переводом

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Луччӑ йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшас.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӑ ырӑ кӑмӑлпа уҫ!

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӑ тытса та ан тӑрӑр мана! — терӗ юлашкинчен Анук.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӑ ман валли урӑх хӗр тупма тӑрӑшӑр, — Кӗтерука асӑнасса шутласа калаҫрӗ Ваҫли.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӑ хывӑн та тӗпелелле иртсе лар.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Луччӑ ҫакна каласа пар: парӑмна хӑҫан тататӑн?

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑна пуп, Шӗшлӗ илӗртнипе, пурпӗр кӑларса ярать, луччӑ ан кайтӑр.

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Илетӗн, суда пар луччӑ, — терӗ староста, тутине сарса.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫамрӑк хӗрарӑма карчӑк тесе кӳрентериччен луччӑ мухта эс ӑна.

— Чем молодую женщину старухой обзывать, лучше ласковое слово ей скажи.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Луччӑ ӑшӑнас тесе пӗр-пӗрин ҫумне тачӑрах ҫыпӑҫса выртмалла пулӗ…

— Прижмемся друг к другу и будем согревать один другого…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Луччӑ саланӑр хуллен.

Лучше расходитесь потихоньку.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хуп луччӑ ҫӑварна!..»

Закрой сейчас же рот!..»

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ан тив, сысни-качкипе хӑй ҫӑрӑнтӑр, луччӑ пирӗнпе ҫапӑҫма вӑхӑт тупаймӗ.

Нехай он со своими хрюшками сам пластается, тогда у него времени с нами драться не останется.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, таркӑн Янтул кунта луччӑ хӳтлӗхре пулӗ?

Вот и беглому Яндулу здесь безопаснее поселиться, чем где-либо…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней