Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лутра, лутра тееҫҫӗ, Пиртен лутра пукан пур.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Пӗр йывӑҫӗ лутрарах, тепри, ун ҫумӗнчи, лутра йывӑҫӗ ҫине кукӑрӑлсарах ӳснӗ, тӑррисем пӗрлешнӗ пекех тӑраҫҫӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Тӗрӗссипе каласан, ҫак башня Сольсбери соборӗн чан тӑрринчен чылаях лутраччӗ, анчах, паллах, ҫав кашни соборне тӑваканӗсен пӳ ҫӳлӗшне пӗр-пӗринпе танлаштарсан ҫеҫ ҫапла лутра.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Тремексенсем — ҫӳлӗ кӗлесем пирӗн авалхи патшалӑх йӗркине ытларах килӗшеҫҫӗ, теҫҫӗ, анчах его величество лутра кӗлесем майлӑ тӑрать; вӑл правительство учрежденийӗсемпе патша ҫуртӗнчи учрежденисен служащисем пурте лутра кӗлеллӗ пушмаксем анчах тӑхӑнмалла, тесе йышӑннӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунта Сеча кӗричченхи хуторти пек хӳмесем те, лутра йывӑҫ пукансем ҫине лартнӑ, ҫине витнӗ лутра ҫуртсем те пулман.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӑрасса чӗрӗ диаграмма пек тӑрса тухрӗҫ: тӑсланкӑ Плетнев, унтан лутрарах Разумов, сап-сар ҫӳҫлӗ, хитре ҫамкаллӑ та пысӑк кӑвак куҫлӑскер, юлашкинчен, сулахайра, лутра кӑна Володин, сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӑваткалскер, ҫирӗп янахлӑскер.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вырӑн-вырӑнпа типсе кайнӑ лутра йывӑҫ тӗмисем лараҫҫӗ, ҫавӑнтах мимос евӗрлӗ, питӗ лутра ӳсекен кура-мамелӗн сапаланчӑк тӗмисем тата ҫунтарсан питӗ нумай сода паракан юмсен тӗмисем лараҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Умри лутра сӑртсем пур еннелле те яр сирӗлсе ҫул параҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнчен тӗрлӗ курӑкпа витӗннӗ тӑвайккисем е вӗтлӗх вӑрмансем хирӗҫ чупса тухаҫҫӗ, пӑч-пач хуторсем е хирти сурӑх кӗтӗвӗ тӑракан вырӑнсем — пӗр-икӗ лутра вите, ҫаврака карта, кӗтӳҫсен пӳрчӗ, ҫӳллӗ пусӑ умӗнчи тараса — киле-киле тухса, куҫран ҫухалаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пирӗн кинӗм пуласси, Пирӗн кинӗм пуласси Ытла лутра пулсассӑн, Ытла лутра пулсассӑн, Унран пукан тӑвӑпӑр.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Левен хапха умне тухать ҫеҫ: — Страсте, — сывлӑх сунать лутра хулҫурӑмлӑ старшина.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Унӑн кӑшкарӗ ҫӳллех мар, пуҫ пек чӑмӑркка, тӑрри те лутра (хӑш-пӗр ҫӗрте шӑрпӑк йӗннинчен кӑшт кӑна пысӑкрах).
Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Валак умӗнчех лутра сак ларать.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Лебомбо вара, пачах урӑхла — вӑл Эсватинирен кӑнтӑралла параллеллӗ вырнаҫса тухнӑ ту хырҫисемлӗ авалхи лутра сӑртсенчен тӑрать.Лебомбо, напротив, низкие древние горы, формирующие параллельные хребты к югу от Эсватини.
Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB
Лутра пушмак
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Лутра пушмаклӑ чупу роликӗсенче усӑ кураҫҫӗ, ура тунине унта ҫирӗплетсе ҫыхман, ҫавна май ҫемҫе пушмакпа тухӑҫлӑ чупма май килмӗ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Ҫавӑн пекех лутра пушмаксем те пур, вӗсен ҫӳлти пайӗ ура тупанӗ шайӗнчен кӑшт ҫӳлерех вӗҫленсе ӑна айккинчен кӑшт кӑна хуплать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Хоккей роликӗсен уйрӑмлӑхӗ — ҫаврӑнӑҫуллӑха ӳстермешкӗн пушмакӗ лутра, хӑрушсӑрлӑ пулмашкӑн ҫирӗп, тата пушмак лайӑх сывлать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Вӗсемпе танлашсанах, лутра мӗлке, вӑрӑмминчен уйрӑлса, каялла кайрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗн ҫухатрӑн ман патӑмра? — тӳрех пӑхрӗ вӑл каска пукан пек лутра Укань ҫине.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.