Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. левитсем тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ: пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене вӗсен ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисем туса тӑмалла, 25. аллӑ ҫула ҫитсессӗн вара ӗҫлесе тӑма чарӑнмалла, малалла ӗҫлемелле мар: 26. ун чухне вӗсем хӑйсен тӑванӗсене пуху чатӑрӗ патӗнче хурал тӑма пулӑшчӑр, ӗҫлессе ан ӗҫлеччӗр; ӗҫӗ-хӗлӗ тӗлӗшӗнчен эсӗ левитсене ҫапла тытса тӑр, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ: 16. Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те 18. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм; 19. вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла левитсене Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса ил, левитсем Манӑн пулччӑр.14. И так отдели левитов от сынов Израилевых, чтобы левиты были Моими.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Моисей кӳмесемпе вӑкӑрсене илнӗ те вӗсене левитсене панӑ: 7. икӗ кӳмипе тӑватӑ вӑкӑрне Гирсон ывӑлӗсене вӗсем тӑвас ӗҫсем мӗнлине кура панӑ; 8. Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑрса ӗҫлеттерекен ӗҫсем мӗнлине кура тӑватӑ кӳмипе сакӑр вӑкӑрне Мерари ывӑлӗсене панӑ; 9. Кааф ывӑлӗсене паман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ — сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе ҫӳресси; вӗсен ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳремелле.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене, 47. пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 48. шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ; 49. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 45. Израиль ывӑлӗсенчен илмелли малтан ҫуралнӑ мӗнпур арҫын ача вырӑнне эсӗ левитсене ил, вӗсен выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑхне ил; левитсем Манӑн пулччӑр.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла; 41. Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла, 13. мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Левитсене вара ашшӗсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухман, ҫав шута кӗртмен.47. А левиты по поколениям отцов их не были исчислены между ними.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.