Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лартрӗ (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ай сирӗнпе! — карттусне пусарах лартрӗ Якур.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпир те ҫавӑн-та… — пуртине кач тутарса пӗрене ҫине лартрӗ Шӗшлӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай ҫав ҫӑнӑха пӗр михӗ тултарчӗ те алӑк хыҫне лартрӗ.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вальӑнне «виҫҫӗ» лартрӗ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Санне те, манне те «пиллӗк» паллӑ лартрӗ.

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шыв ӑсса килсе, тулли витресене хӗвел ҫине ӑшӑнма лартрӗ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫур литрне тунката ҫине лартрӗ.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй ҫапах та таканине айккинерех шутарса лартрӗ.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса упӑшкине вӑйпах пиншакне тӑхӑнтарчӗ, пуҫӗ ҫине ҫӗлӗкне лартрӗ.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӗлӗкне антарса лартрӗ.

Помоги переводом

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Икӗ пӗчӗк черкке тултарса, пӗрне арӑмӗ умне, теприне хӑй умне лартрӗ.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫарамасах тухнӑ Васса юр ҫине пӗр мӑшӑр витре лартрӗ, кӗвенте пӑрахрӗ.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл тинех ҫӗлӗкне хӑпартса лартрӗ, кӗрӗк пиншакне йӳле ячӗ.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Витрене сӗтел ҫине лартрӗ.

Помоги переводом

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле витрене ҫӳлӗк ҫине ӳпӗнтерсе лартрӗ кӑна, сасартӑк чӳрече еннелле тинкерчӗ.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса ҫӗрулми турамӗсене кӑтӑрт-кӑтӑрт тутарса пӑтраштарчӗ те тӑм чашӑка упӑшки умне пырса лартрӗ.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чул ҫине чугунпа шыв лартрӗ.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юрать, — кӗреҫине ҫерем ҫине чак! тӑрӑнтарса лартрӗ заведующи.

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Картишӗнчех каҫпа (ҫанталӑк уярччӗ) хыҫлӑ дивансем хушшине сӗтел лартрӗ те, канакан поэтсене пухса, секци ларӑвне уҫрӗ.

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Йӑван ҫапр тит те пилӗк таран кӗртсе лартрӗ, касса вакларӗ те, пӗр пуҫ хӑварчӗ те ыйтать:

Йыван как ударил — тоже по пояс вогнал в землю, зарубил змея, одну голову оставил и спрашивает:

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней