Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларсан (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тракторӗсем сӳнсе ларсан тата…

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӗвел сӳнсе ларсан та!

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Апата ларсан, Хӗрӳ Хӗветӗр, ытарлӑн кулкаласа, Ҫтаппанран ҫапла ыйтрӗ:

Помоги переводом

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗл ларсан, каччӑ йӗлтӗр туянчӗ.

Помоги переводом

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Урӑх бригадӑна куҫарар мар-и апла Ҫтаппана? — чеен куҫ хӗсрӗ Арсентьев, вырнаҫса ларсан.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑнтӑр апатне ларсан, участока Арсентьев ҫитсе тухрӗ.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳречерен шӑл йӗрсе юлчӗ инке: «Хӑрӑм ларсан, тасатма кил», — тет, мур.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепӗр чух яш-кӗрӗм ун чӳречисен умӗнче тул ҫутӑличченех ларсан та.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Самолет ҫӗре анса ларсан, эпӗ кӑшт ҫеҫ палӑракан пӗр ансӑр сукмакпа тайга ӑшнелле кӗрсе кайрӑм.

Когда самолет снизился, я пошел по узкой, еле заметной тропе внутрь тайги.

Тайга ҫийӗнче тата тайгара // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑштах чӗнмесӗр ларсан вӑл шӑплӑха хускатса ҫапла каларӗ:

Помолчали. Потом он сказал:

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Паллах, ҫакӑн пек вӑхӑтра пирӗн пӳрт-будкӑран тухмасӑр ларсан ытла аптрамаллах мар-ха.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лукашев сӗм ҫӗрле пулса ларсан тин таврӑнать.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вӑл каҫ пулса ларсан тин, пӗр вунӑ сехетре таврӑнать.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лютиков, хытӑ уксахласа, ӑна хирӗҫ чупрӗ — ӑна уринчен амантнӑ е ҫӗре ларсан сусӑрланӑ пулмалла.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кабинӑна вырнаҫса ларсан, чылайччен ферма заведующийӗ те, Тунькка та пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахаль пулсан, ҫакӑнтах ларсан та аптрамастчӗ вӑл…

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Сан Наҫтаҫа пирӗн Тихӑна илсе парасчӗ-ха», — тетчӗ вӑл Турикасри Сухвур арӑмӗпе юнашар ларсан.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Петӗр те, ҫума тухса ларсан, ман шухӑш-туйӑмсене ҫав йӗртен пӑрса яраймарӗ.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Анчах ӑҫта, кампа юнашар ларсан та, заседани вӑхӑтӗнче калаҫаймӑн.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Туй туса ташласа тӑранса туй тепӗр киле каймалла, каллех кӗреке умне ларса пуҫ ҫапмалла, туй кӗнӗ чух пуҫ ҫапма ларсан пӳрт хуҫисем авланакан качча сӑра кӑна параҫҫӗ, туй тухнӑ чух пуҫ ҫапма ларсан укҫа параҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней