Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лармасть (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Владимирович тунӑ ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та лӑпланса лармасть, пӗр тӗллевне пурнӑҫласанах тепӗрне чӑна ҫавӑрма ӑнтӑлать, пуҫланӑ кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитерет.

Помоги переводом

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кирек епле ӗҫе пуҫӑнсан та вӑл пӑчланса лармасть.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Халӗ те ахаль лармасть Владимир Сурков.

И сейчас без дела не сидит Владимир Сурков.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

3. Ҫурт лартаканӗ ҫуртӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Иисуса та Моисейрен ҫавӑн чухлӗ ытларах хисеплеме тивӗҫлӗ: 4. кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ.

3. Ибо Он достоин тем большей славы пред Моисеем, чем большую честь имеет в сравнении с домом тот, кто устроил его, 4. ибо всякий дом устрояется кем-либо; а устроивший все есть Бог.

Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Алексейӑн сывлӑхӗ хавшарӗ ӗнтӗ, ҫапах алӑ усса лармасть, килти хуҫалӑхра кирлине, усӑллине пурнӑҫлама тӑрӑшать.

Помоги переводом

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Хӗр ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче те алӑ усса лармасть.

Девочка и во время летних каникул без дела не сидит.

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней