Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑртакҫӑ тӗлӗрсе илсен нимрен те лайӑхчӗ те, анчах ҫывӑрма ҫук: вӑл е кӗҫех атаман патне допроса илсе кайма килмӗҫ-ши, — тесе итлет, е — ачи хӑрӗ те акӑ Яхима пӗлтереймӗ, тесе пӑшӑрханса шухӑшлать.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шыва кӗме кайнӑ пулсан мӗнле лайӑхчӗ халӗ!
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Федоров отрядӗнче госпиталь ҫав тери лайӑхчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ Алексей Федоровичран пирӗн аманнӑ ҫынсене хӑй патне илмешкӗн ыйтрӑм.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ун чухне пурте пур енчен те лайӑхчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Платникӗ лайӑхчӗ, чӑнах та ӗнтӗ кӑшт ӗҫкелетчӗ те, анчах хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлетчӗ.А плотник был хороший; зашибал маненько, а хороший был плотник.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Илтнӗ вӑл: вӑйлӑ ӗҫкӗ, шавлӑ ӗҫкӗ пулнӑ: ӗҫнӗ савӑт-сапине те йӑлтах ҫапса салатса пӗтернӗ; ниҫта та пӗр тумлам эрех те юлман, хӑнисемпе тарҫисем хаклӑ черккисемпе, куркисене вӑрласа кайнӑ; акӑ килхуҫи шухӑша кайса тӑрать, вӑл «ку ӗҫкӗ пулман пулсан, темиҫе хут лайӑхчӗ» тесе шутлать.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Воронцовӑри ачасемпе ҫыхӑнас мар тесен, ял ҫумӗпе иртсе кайсан та лайӑхчӗ ӗнтӗ.Конечно, спокойнее было бы деревню обойти стороной, чтобы не связываться с воронцовскими ребятами.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ӗлӗк, Таня пӗчӗк чухне, лайӑхчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Анчах вӑл ман умра мӗнле йӑпӑлтатсан та, ҫав ирхине вӑл мӗн тери лайӑхчӗ пулсан та, эпӗ хамӑн сӑмаха улӑштармарӑм, ӑна наказани паратӑп тесе тепӗр хут та систертӗм.
Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кунта кӑнтӑрла та, пыл хурчӗсемпе лӗпӗшсем, чечекрен чечек ҫине вӗҫсе ҫӳренӗ ҫӗрте, садра каҫхи хӗвелӗн кӗрен пайӑркисем пурне те ҫутатса, сад пушшех хитререх курӑннӑ чухне те ытарма ҫук лайӑхчӗ.
«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫапах та пытаннӑ вырӑнӑм манӑн питӗ лайӑхчӗ.
Эпӗ пуринчен лайӑхрах пытанни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пурте лайӑхчӗ, анчах вӑхӑт-вӑхӑт, хӗрсе вылянӑ ҫӗртенех, Миша радиоузела дежурствӑна чупать, Тимахви — хӑйӗн ҫамрӑк улмуҫҫийӗсем патне, Нюра вара апат пӗҫерме, пӳртре йӗркелеме, пӗр сӑмахпа — хуҫалӑх енӗпе тӗрлӗ ӗҫсем тума кирлине аса илет те хыпӑнсах ӳкет.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн кӑвак куҫӗсем хуралсарах кайса шывланатчӗҫ; ҫав минутсенче вӑл тӗлӗнмелле лайӑхчӗ; вӑл ыйтни пурне те пӑртак вӑтантарса янӑ пекле туйӑнатчӗ, пурте именнӗ пекле аяккалла ҫавӑрӑнса пӑхатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вырӑсла кӗнекесене вулама лайӑхчӗ, вӗсенче яланах темскер хам пӗлнӗ, хуйхӑллӑ япала сисӗнсе тӑратчӗ, страницӑсем хушшинче аслӑ типӗри чан сасси чарӑнса ларса пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, — кӗнекине уҫсанах, вӑл хуллен янтӑрама пуҫлатчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ — лайӑхчӗ, анчах вӗсем эрех пит нумай ӗҫнине, ӳсӗр чух питех те йӗрӗнмелле пулнине тата эрехпе хӗрарӑм ҫав пурӑнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанмалли япала ҫеҫ пулнине хам ӑнланатӑп пулсан та, хӗрарӑм ҫине темле лайӑх мар пӑхнине курса тӑрасси шутсӑрах кансӗрччӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынсем манпала тата пушшех лайӑхчӗ, мана, Павӑла кӑшкӑра-кӑшкӑра пӑрахнӑ пек, кӑшкӑрса пӑрахмастчӗҫ, хама хисепленине палӑртмашкӑн мана атте ячӗпе чӗнетчӗҫ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эх, сысни мӗн тери лайӑхчӗ!
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Пароход корми ҫине кайсан лайӑхчӗ, — унта, тавар ещӗкӗсем хушшине, матроссем, кочегарсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, пассажирсенчен картла укҫа выляса илеҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ, интереслӗ историсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чиркӳре лайӑхчӗ, эпӗ унта, вӑрманта та хирте каннӑ пекех, канаттӑм.В церкви было хорошо, я отдыхал там так же, как в лесу и поле.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Унра пит лайӑхчӗ вӑл!
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.