Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӳрентернӗ (тĕпĕ: кӳрентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях та пулмасть кӳрентернӗ хӗрачаран ыррине кӗтмест Венюк.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Сахал мар кӳрентернӗ пуль эп сана, Улюна. Каҫар иртнишӗн» — терӗҫ унӑн куҫӗсем.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫӗмкун-ха вӑл, районтан килнӗ пӗр уполномоченнӑй анкартинче ӗҫлекен учительница уринчи ҫӑпатана курнӑ та шкул директорне, ват ҫынна, кӳрентермеллипех кӳрентернӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку хӗрарӑма кӳрентернӗ пек шутласа, вӑл хӑйне ун умӗнче айӑплӑ шутларӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алюша Тарье аппа темпе кӳрентернӗ пулнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вова сасартӑк курать: ҫак автобус ҫинчех ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тем сӑмахпа кӳрентернӗ милици офицерӗ лара парать.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Уҫӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен хӗре темшӗн ҫутҫанталӑк сӑн-питрен кӳрентернӗ.

Помоги переводом

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Анне, каҫар мана, кӳрентернӗ пулсан, — сасси чӗтренчӗ унӑн.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тен, сана кам та пулин кӳрентернӗ?

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, эсӗ халь мӗн пирки те пулин айӑплӑ пулсан та, кӳрентернӗ ҫын вырӑнче ытла нумай вӑхӑт пулнӑшӑн ҫеҫ айӑплӑ.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем халӗ те активлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пикеннине вӑл хӑйне тӗртсе хунӑ пек, юри кӳрентернӗ пек хакланӑ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Славик хӑйне кӗтмен ҫӗртен сӑлтавсӑрах кӳрентернӗ ҫын вырӑнӗнче туйма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Григориу менелникӗнче эпӗ ӑна сарӑмсӑррӑн кӳрентернӗ хыҫҫӑн вӑл килне пӑрахса кайма тӑнӑ.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тен, Георгий ашшӗ унӑн ашшӗне хӑҫан та пулсан кӳрентернӗ те.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сӑмахран, пӗр-пӗр француз е акӑлчан Георгий умӗнчех вырӑс халӑхне ҫак икӗ господин чӑваш халӑхне кӳрентернӗ пек кӳрентерес пулсан, ӑна та, Георгие, питӗ йывӑр пулӗччӗ вӗт-ха.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сана питӗ вӑйлӑ кӳрентернӗ — эсӗ ытла та йӑваш чунлӑ ҫын пулнӑ, эсӗ хӑвӑн пархатарлӑ чунупа киленсе пурӑннӑ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑй пекех урамсем тӑрӑх ним ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен йӗкӗтсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ, унтан вара ӳсӗрпе иртен-ҫӳренсене кӳрентернӗ.

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Татти инке ҫамрӑк кинӗпе малтанхи кунсенчех урлӑ пулма пуҫланӑ, пӳрнеске пек пӗчӗк тесе кӳрентернӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тен, каскӑчсем парса кӳрентернӗ?

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

- Хальлӗхе ман пата продукци пуҫтаракансем сӑлтавсӑрах килти хуҫалӑхсене сахалрах тӳлесе кӳрентернӗ тӗслӗх ҫитермен.

Помоги переводом

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней