Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хура чунлӑ этемпе пӗр куркаран сӑра ӗҫни амӑшӗн ятне яни, ашшӗне хур кӳни пек туйӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тепӗр тесен объект шыв пахалӑх шайне те ӳстерме витӗм кӳни куҫ кӗретех.
Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal
Ырри, хурри, чӑрмав кӳни — Вӑл пурӑнӑҫ; тытса переймӗн.
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑл Левентее эртел колхоза та пысӑк усӑ кӳни ҫинчен, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл кирлӗ япаласемех туса кӑларма пултарни ҫинчен ӑнлантарма пикеннӗччӗ, анчах лешӗ пӗрре пӗтернӗ эртел пирки нумай калаҫма кӑмӑл тумарӗ курӑнать, юлташне пӳлсех хыттӑн каласа хучӗ:
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӑрӑшакана Турӑ та пулӑшать тенӗ пек ҫемьене патшалӑх енчен пулӑшу кӳни савӑнтарнӑ.
Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc
Ачана пусмӑрлани, хур кӳни ҫинчен 8(8352) 624-657 е 123 (кӗсье телефонӗ) номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.
Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/
«Ир-ирех асӑннӑ объект ҫинче ӗҫлекенсем ҫук. Ку паллӑ, подрядчик хӑй ҫине шанса илнӗ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫламанни. Ирхине транспорт сахал чухне, шӑпах та ӗҫлеме аван. Вӗсем вара каярах юлса ӗҫе кӳлӗнни, тепре чухне транспорта чӑрмав кӳни те часах. Икӗ сменӑпа ӗҫлесен вырӑнлӑ. Тепӗр тесен, ҫуллахи тапхӑрта виҫӗ сменӑпа та тен ӗҫлеме ирӗк илме юрӗ. Кирлӗ пулсан, кирек-епле ыйтӑва та уҫӑмлатса пама май пур», — тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi
Халӑхӑн сывлӑхне сиен кӳни куҫ кӗретех.
Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns
Унпа пӗрлех тӗрлӗ чӗлхелӗхе пысӑка хурса хисеплени, Чӑваш Енре пурӑнакан тӗрлӗ халӑх чӗлхипе культури пӗр-пӗрин ҫине пархатарлӑ витӗм кӳни республика территорийӗнче тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑха сыхласа упрама пулӑшакан лайӑх май пулса тӑрать.
Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/25/news-3552202
Ӑна хута яма асӑннӑ проект хальхи вӑхӑтри импорта улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшни те, Президент хушнӑ пек экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци туса кӑлармалли тата импорта пӑхӑнса тӑрассине чакармалли майсем йӗркелени те витӗм кӳни пирки иккӗленместӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Асӑннӑ факт тӑрӑх Йошкар-Олари Раҫҫей УМВДн следстви управленийӗ РФ УК 111 статйипе (сывлӑха ятарласа йывӑр сиен кӳни) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Апат пӗҫерме килӗшменрен хӗрарӑм упӑшкине ҫӗҫӗпе чикнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30048.html
Ку мана пысӑк усӑ кӳни пулӗччӗ.
Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Витӗм кӳни
Копенгагена бомбӑлани // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BD%D0%B8
Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑсса пулӑшу кӳни ҫын вилнипе вӗҫленсен ҫав статьяпа ӗҫ пуҫараҫҫӗ.
Бассейнра ток ҫапнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29564.html
Эпӗ ӑна хирӗҫ хамӑр Сумщинӑра тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чух маневрла действисем пире мӗнле усӑ кӳни ҫинчен каласа патӑм.
Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пама пултарайманни ӑна пуринчен ытла хурлантарнӑ, мӗншӗн тесен, парне кӳни кашнинчех ӗҫкӗпе иртнӗ, парнисемпе кучченеҫӗсем жрецсен аллине кӗнӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тухтӑр манӑн пултарулӑха пӗр енӗпе ҫеҫ ярса, мана сиен кӳни ҫинчен шутламасӑрах манӑн выляс кӑмӑла вӑрттӑн илӗртсе пырать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шкул пурлӑхӗпе стенасене пӑсакан ҫын халӑха сиен кӳни ҫинчен каларӗ вӑл, мӗншӗн тесен шкулсене валли мӗнпур укҫана халӑх парать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Мӗскер-ха ку сиен кӳни пулмасӑр?
Пуҫлӑх ҫын // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 110–112 с.
Ҫырлана, кӑмпана, пулла, сунара ҫӳрени ҫын нерв системишӗн питӗ усӑллӑ, уҫӑ сывлӑшра канни ҫынна мӗнле савӑнӑҫ кӳни каламасӑрах паллӑ.
Уҫӑ сывлӑшра канни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.