Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтессинчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман кӗтессинчи телефон юпи патне ҫитнӗ ҫӗре тавралӑх самаях тӗксӗмленчӗ.

Помоги переводом

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

— Акӑ, — вите кӗтессинчи йӗрсене кӑтартрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сухви инкӗшӗ, чӗрҫинчи ачине сак ҫине лартса, килнӗ хӑнашӑн хыпкаланнӑ пекех тур кӗтессинчи ӑпӑр-тапӑра пуҫтара пуҫларӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Художник аялалла пӑхрӗ те сарай кӗтессинчи кирпӗч купи ҫинче чӑнахах та йытӑ ҫури ларнине курчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шӑртланса, ырханланса кайнӑ пит-куҫлӑ Тимуш картишне кӗчӗ те ҫӑл умӗнчи валашкана мӑкӑртата-мӑкӑртата шыв тултарчӗ («Хамсӑр пуҫне шыв ярса хуракан та ҫук ҫакӑнта, типсе-ӗнсех кайнӑ валашка»), картиш кӗтессинчи хӑяр пахчи еннелле пӑхрӗ — уҫӑ алӑкран пахчана чӑхсем кӗрсе кайнине курчӗ те вӗсене хӑвалама танкӑлтатрӗ, каллех мӑкӑртатрӗ:

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лешӗ ҫурт кӗтессинчи тимӗр-бетон колонна ҫумне сӗвентернӗ ҫӳллӗ пусма ҫинче тӑрать, панель вырнаҫтарса лартма «пукан» шӑратса ҫыпӑҫтарать.

Помоги переводом

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турӑш кӗтессинчи сӗтел ҫинче графин таврашӗ ҫук, ӑна ҫӗнӗ виткӗчпе витнӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл мана сӗтеле хирӗҫ шкап ҫумне лартрӗ те хӑй алӑк кӗтессинчи умывальник патне аллине ҫума кайрӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Шӑнса хытнӑ Шанаров сарай кӗтессинчи пӗрене пуҫӗнчен тыткаласа анма пикенет кӑна, пуҫне пӗксе мӗкӗрекен вӑкӑр ун патнелле чавтарса пырать.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Раща кӗтессинчи ҫул кукрине кӗрсен, Макҫӑм лашине татах ҫапрӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра Сергейсен пахча кӗтессинчи вите аслӑкӗ ҫинчен хулӑн сасӑллӑ автан иккӗмӗш хут шарлаттарса авӑтса яни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ун-кун пӑхкаларӗ те кӑмака кӗтессинчи чӗресрен шыв курки илчӗ.

Оглядевшись кругом, он вынул из стоявшей в углу кадки с водой ковш

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан кӑмака кӗтессинчи чӳлмекрен куркапа шыв ӑсса илчӗ те шыв ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Потом встал, прошел к котлу с водой, зачерпнул полный ковш и всмотрелся в него как в зеркало.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун ҫине шеллесе пӑхса илнӗ йӗкӗт тӑрса сӗтел кӗтессинчи трубасӑр лампа ҫутине хӑпартрӗ.

Парень, с добрым участием глядя на нее, прошел вперед, присел к столу и прибавил огонь в лампе:

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ав — кӗтесре! — пӳрт кӗтессинчи турӑш ҫине аллипе тӗллесе кӑтартрӗ Сантӑр.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пирӗн урам кӗтессинчи чухӑн кинемей Иванович яланах хӗвелҫавранӑшӗпе сута тӑвать.

На углу нашей улицы торговала семечками бедная бабушка Ивановна.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗр бадшах хӑй государствин пур кӗтессинчи маҫтӑрсемпе ӑстаҫӑсене пухнӑ та ҫапла каланӑ:

Некий бадшах созвал со всех концов своего государства мастеров и умельцев и сказал:

Пӗр бадшах хӑй хакне пӗлни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинчи диван ҫинче Любӑпа ҫуммӑн ларакан Фома, хреснашшӗ ку тӗлте пӑртак чарӑнса тӑрасса, унтан пысӑк кукшине аллипе лӑпкаса илессе лайӑх пӗлнӗ.

Фома, сидевший рядом с Любой а углу комнаты на диване, уже знал, что сейчас его крестный замолчит и погладит себя рукой по лысине.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунтах, урам кӗтессинчи пӗчӗкҫӗ скверӑра.

Здесь, за углом, на скверике.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Серёжа страница кӗтессинчи вараланчӑк пӳрне йӗрӗ ҫине кӑтартать.

И Серёжа показывает отпечаток своего пальца на уголке страницы.

Марусьӑн малтанхи отметки // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней