Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗркелесе (тĕпĕ: кӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ура ҫине тӑма пултаракансем, вагонсенчен сиксе, канавсемпе тӗрлӗ путӑк-лакӑмсене кӗркелесе выртма ӗлкӗрчӗҫ, ыттисем вара… хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хунямӑшӗ час-час кӗркелесе ҫӳрерӗ Сантӑркка патне, ӑса вӗрентрӗ, канаш пачӗ:

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫпа кӗркелесе илӗпӗр.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каларӑм вӗт пӗркунах: Руса патне Хӗветӗр кӗркелесе ҫӳретчӗ, терӗм.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пысӑк ялсенчен пӑрӑнса иртет, пӗчӗк ялсене кӗркелесе, ҫӗрулми е ҫӑкӑр татӑкӗ тупкалать.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тахҫан чикан тапӑрӗ ял хӗрринче темиҫе кун тӑнӑ тет, вӗсен ертӳҫи, ял ҫыннисем ӑна темиҫе хут та курнӑ, Нюҫҫа амӑшӗ патне кӗркелесе тухнӑ имӗш.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таранов патне вара эрнере пӗрре хӑйӗн кӳрши, икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнакан Алексей Иванович кӑна, кӗркелесе тухать.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«КГБра хамӑр ял ҫынни ӗҫлет, ҫавӑнпа кӑна эп унта час-часах кӗркелесе тухатӑп».

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ресторанне хутран-ситрен кӗркелесе куркаласан та юрӗ.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

…Шӑлаварӗн хыҫалти вӗче кӗсйине каллех кӑльттӑн-кальттӑн тыткаламалӑх, вак-тӗвекшӗн те пулин тӑкакламалӑх укҫа кӳпчетнине кура Ула Тимӗр кӑнтӑр апачӗ столовӑйрах, туллин, чун мӗн кӗленине тивӗҫтерсех, ҫӑвар тултарсах, турӗ, унтан, халӑх татӑлма пӗлмесӗр капӑртатакан, ҫи-пуҫ тата апат-ҫимӗҫ лавккисене кӗркелесе, амаҫури амӑшӗпе аппӑшӗ валли парнесем, кучченеҫсем туянчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫула май лавккасене кӗркелесе каҫхи апат тумалӑх хура ҫӑкӑр, сӗт, килька илчӗҫ, ҫакӑншӑн кашни 90-шар пус расхутланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шыв сахал ҫулсенче утрав сылтӑм ҫыранпа пӗрлешсех каять, ун чухне вара утрав ҫине кӗтӳ те кӗркелесе тухать.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Виктор кӗркелесе тухса тутанкаласа пӑхатчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Унта та хӑш-пӗр чухне Захар кӑна кӗркелесе тухатчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл Енел общининчи аслӑ уполномоченнӑй, Михха патне те кӗркелесе тухать.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сарри ун патне ял ӗҫӗпе ӗлӗк те кӗркелесе ҫӳренӗ, ҫавӑнпа Якӑпта хӑй патне мӑрса килсе кӗнинчен пӗрре те тӗлӗнмерӗ.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем пулсан та пире пачах манса ан кай, улу карачи, Меккӑна кайиччен те, унтан таврӑнсан та кӗркелесе тух.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳршӗсем сисмеҫҫӗ мар, сисеҫҫӗ — Тукай кунта час-часах кӗркелесе тухать.

Помоги переводом

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аван мар туйрӗ вӑл хӑйне хӑй: те вӑхӑт ҫукпа, те ашшӗ ҫине кӑшт кӳренни пулнӑ пирки, — халиччен ватӑ старик патне сайра хутра кӑна кӗркелесе тухнӑ ҫӑмарта хуҫи.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лӑпкӑ пурӑн унта, пирӗн пата кӗркелесе тух.

Живи там спокойно и к нам заглядывай.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней