Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анлӑ пӗве тӑршшӗпех хӑвалӑх, хӑмлапа ҫыхланса явӑнса пӗтнӗскер, ҫын кӗрейми ашкӑрса ӳсет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Анчах лаши ытла шӑрт-шарт сиккелесе, ниҫта кайса кӗрейми пӗтӗрӗнкелесе тӑнине курсан, ку улшуҫ лаши-ха, вӗсен аллинчен путлӗ лаша илес ҫук тесе иртсе кайрӗҫ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Тӑр-рӑ-ӑс! — панулми тултарнӑ тулли кутамккана вирлӗн кӑна ура тупанӗпе пырса тапрӗ хура ҫӳҫлӗ арҫын, питне асар-писер пӗркелесе ниҫта кайса кӗрейми ҫиллине шӑнарайманскер.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
— Кӗрейми пул.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кӗҫех эпӗ умывальник патне кӗрейми пулатӑп.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ниҫта кайса кӗрейми ачашласан та.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫавӑнпа вӗсем ниҫта кайса кӗрейми тӗпӗртетсе, чупса ҫӳрени пурнӑҫ мӗн тери хаваслине татах, татах аса илтерет.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Темле никам пырса кӗрейми крепость пекех туйӑннӑ ку Мустая.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пулӑшӑ-ӑр! — ниҫта кайса кӗрейми тӑпӑртатрӗ вӑл.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Ай тур-тур, турӑ амӑшӗ, чипер пурӑннӑ ҫӗртех шар курса ларас пулать-иҫ!.. — ниҫта кайса кӗрейми вӗтеленме тытӑнчӗ Варвара Федоровна, хӑй те вилнӗ ҫын тӗслӗ пулса кайса.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ҫапла ниҫта кайса кӗрейми хӗпӗртесе, урисемпе чечетка ташланӑ пек тӑпӑртатса кӑшкӑрма пултараҫҫӗ манӑн хӑшпӗр туссем ҫак калав ятне вуласанах.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Эпир пур — эх, васкатпӑр, ниҫта кайса кӗрейми васкатпӑр, тӑванӑм…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ниҫта кайса кӗрейми утатӑп, хаш та хаш сывлатӑп.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сулагаев ниҫта кайса кӗрейми тарӑхнипе ури ҫине сиксе тӑчӗ те каллех пукан ҫине лӑк ларчӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вунултӑ ҫул тултарнӑ Севет те икӗ ытама кӗрейми кӗреш юмансене ал пӑчкипе тата-тата йӑвантарнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Юр пек шурӑскер хуҫи тавра ниҫта кайса кӗрейми кускалать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ниҫта кайса кӗрейми пӑлханнипе карта ҫумӗнчи каска ҫине лартӑм, хӗр ҫине тӗлӗнерех пӑхкаларӑм.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Чӑваш ятне ҫӗртсе ҫӳрекенскер пире те намӑс кӑтартрӗ вӗт, хӑямат! — ниҫта кайса кӗрейми тулашрӗ Кукшанов.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ак вӗсем, Пурис тата унӑн хаяр, тискер «конвоирӗсем», ҫӗрпе куҫ ытамне те кӗрейми сарлака, чашласа вӗрекен элес-мелес, катмар, кӑнттам тамӑк хуранӗ чикӗленнӗ тӗле ҫитсе тӑчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чип-чипер ӗҫлекен хӗрарӑм чӗри сӑнӑ пӑрса тивнӗ пекех чиксе кайрӗ, ниҫта кайса кӗрейми сиксе тапа пуҫларӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.