Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗпесене (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эх, супӑньпе сӑтӑрӑнсанччӗ пӗрре, — терӗ тепӗр юлташӗ, ҫаппа-ҫарамас Комаров: вӑл ҫӳлте гранит парапет ҫинчи нӳрӗ кӗпесене ҫил вӗҫтерсе каясран сыхлать.

— Эх, с мылом бы их простирнуть, — сказал Комаров, другой товарищ, тоже голый: он караулил наверху мокрые рубашки, чтобы ветер не унес их с гранитного парапета.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫав кӗпесене кун сиктерсех улӑштарса тӑхӑнтӑм, вӗсене хам ҫуса тасататтӑм.

Я менял их каждый день и стирал собственноручно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл кӗпесене ҫав тери лайӑх ҫуса тасатнӑччӗ, ҫавӑнпа вӗсем ман ӳт-тирӗме те варалама пултараймаҫҫӗ тесе шутларӑм.

Они были хорошо выстираны и не могли особенно сильно замарать меня.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кайран вӑл кӗпесене кӑвак, шупка-кӑвак, симӗс, хӗрлӗ тӗслӗ материрен те ҫӗлеме тытӑннӑ.

Потом рубахи стали делать из синей, зеленой, красной, голубой материи.

Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Тимӗрпе бронза пластинкисенчен тунӑ кӗпесене тӑхӑнма майлӑрах пулнӑ, вӗсем йӳнӗрехе те ларнӑ.

Рубахи с железными или бронзовыми пластинками были удобнее и стоили дешевле.

Кольчуга // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Пӗр 20 ҫул каялла ҫеҫ-ха ҫав меслетпе килте ҫыхнӑ кӗпесене эрешлемелли ҫинҫе хӑюсем ҫыхатчӗҫ.

Лет 20 назад этой техникой украшали вязаные теплые вещи.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Анат енчи чӑвашсем улача кӗпесене анатрисенчен чылай каярах тӑхӑнма пуҫланӑ пулнӑ — арчасенче ухтарса ӗлӗкхи шурӑ кӗпесем, эрешсем ҫителӗклех тупнӑ.

Промежуточные чуваши на пестрядь перешли позднее низовых, и в бабушкиных сундуках нашлось много хороших белых рубах и предметов украшения.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Хӗрарӑмсен пӳлӗмӗсенче те кӗпесем ҫӑваҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл енчен те йӗпе кӗпесене стена ҫине, арҫын кӗписемпе юнашар ҫакаҫҫӗ.

На женской половине тоже стирают белье и платья, потому что и оттуда протягиваются мокрые руки и перекидывают свое белье на стенку рядом с мужским.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

«Кирпӗч шуйттанӗсем, вӗрентетӗп эпӗ сире революци ирттерме», — ҫапларах пуплекелесе Гусев сарнӑ тӳремри чул плитасене хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑларма, кӗпесене хӑйӑр тултарма, йывӑҫсене касса пӑрахма, алӑксене сӳсе илме вӗрентет.

«Научу я вас революции устраивать, черти кирпичные», — говорил Гусев, показывая, как нужно выворачивать плиты из мостовой, валить деревья, срывать двери, набивать рубашки песком.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анюта ҫинче шурӑ ҫухаллӑ, вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗске хура кӗпе — ун пек кӗпесене вӑл юрататчӗ, урине ҫӳллӗ мар тупанлӑ, кӗмӗл тахаллӑ пушмак тӑхӑннӑ.

На Анюте было короткое платьице — такие платья она любила И это темное платьице с белым — воротничком, с длинными рукавами и туфельки на невысоком каблуке с серебряными пряжками как-то примирили меня с ней.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫак мӗскӗн кӗпесене вӑл килнӗ ҫӗре вут ҫинче пӗр хӗрхенмесӗр ӑшалани ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ-ши Шура?

Могла ли она подозревать, что к ее приходу эти несчастные рубахи беспощадно жарились над огнем?

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Мӗнле кӗпесене, мӗн эсӗ?

— Какие рубахи, что ты?

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Эпир ӗнтӗ тахҫантанпах кӗпесене улӑштарман.

Мы уже давно не раздевались.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Сӑмахран, шӑрӑх вӑхӑтра тӑхӑнмалли кӗпесене алӑ айне лекнӗ пур материалтан та ҫӗлемеҫҫӗ.

Так, например, летние рубашки, которые хороши в жаркую погоду, не шьют без разбора из всякого материала.

Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ку кӗпесене чечеклӗ тӗрлӗ тӗслӗ материалтан ҫӗлеме юрать, пурте килӗшӳллӗ те ятуллӑ пулать.

Танцевальное платье может быть с декольте, даже без лямок, шьют его из любого материала и любой расцветки.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӑнтӑрла тӑхӑнма ҫӗленӗ кӗпесене, кофтӑсене хаклӑ чӗнтӗрсемпе, тӗрӗсемпе, вӗтӗ шӑрҫасемпе эрешлемеҫҫӗ, хӑю тытса ҫӗвӗ машинине вӑрӑммӑн пустарса ҫӗлесе, йӗтӗн чӗнтерӗ тытса сӑпайлӑ кӑна хитрелетеҫҫӗ.

Дневные платья и блузки не украшают дорогими кружевами и вышивками, сверкающим бисерным шитьем, здесь предпочтительнее скромное украшение, такое, как кайма, строчка, толстые льняные кружева и т. п.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Бархатран, тафтаран, витӗр курӑнакан капронтан шифонран, чӗнтӗртен, йӑлтӑртатакан пурҫӑнран ҫӗленӗ кӗпесене кӑнтӑрла тӑхӑнмаҫҫӗ.

Для дневной одежды не подходят бархат, тафта, прозрачный капрон, шифон, кружево, блестящий шелк и т. п. ткани.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫуллахи кӗпесене ҫунӑ чухне лайӑх тасалакан ҫӑмӑл материалтан ҫӗлеҫҫӗ.

Летние платья шьют из хорошо моющихся легких тканей.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗлле тӑхӑнмалли кӗпесене пӗр тӗслӗ е чечеклӗ йӑлтӑртатман ҫӑмран е ҫӑм ҫурмалла хушса тӗртнӗ, искусственнӑй майпа тунӑ е ҫӗр мамӑкӗнчен тӗртнӗ материалсенчен ҫӗлемелле.

Для зимних платьев используются матовые одноцветные и цветные шерстяные, полушерстяные, плотные искусственные и хлопчатобумажные материалы.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӗпесене суйлакаланӑ май вӑл Женьӑн сараппанне тытса силлерӗ те ун кӗсйинчен хут татӑкӗ тухса ӳкрӗ.

Перебирая платья, она тряхнула Женин сарафан, из его кармана выпала бумажка.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней