Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗпепе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улача кӗпепе ҫеҫ ҫӳренӗ пулсан та, пӗве кӗнӗ-кӗменех Марине патне каччӑсем евчӗ хыҫҫӑн евчӗ яма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ав сан умӑнта мӗнле кӗпепе тӑратӑп, пӑхма хӑрушӑ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пусма кӗпепе кӑна ҫӳрет тет, — кайма тӑнӑ ҫӗртен чарӑнчӗ Марине.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитменнине тата, юнланнӑ кӗпепе сӑхман ҫилӗм пек ҫыпҫӑнса ларнӑ та, сӑхмана туртсан вӑл кӗпене ӳт ҫумӗнчен тӑпӑлтарать.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн мӑнукӗ шӑтӑкра пилӗк таран шывра тӑрать ҫӗтӗк кӗпепе.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав тери лайӑхчӗ, кӑмӑллӑччӗ ӑшӑ та уяр ҫанталӑкра халӑх хушшинче пусма кӗпепе, сафьянран ҫӗлетнӗ ичеги текен ҫӑмӑл атӑпа капӑрланса ҫӳреме.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав пӗр старик, тӗрленӗ кӗпепе кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, тарпа шӳнӗ ҫӑм шлепкине тусан ҫине ҫӗклесе ҫапнӑ та пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑпӑлтарать.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат амӑшӗпе Ахтупай калаҫнине илтнӗ пулмалла вӗсем патне тутарла ҫӗлетнӗ вӑрӑм кӗпепе, пуҫне йӑлтӑр-ялтӑр тухья тӑхӑнса тухрӗ.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуралнӑ кӗпепе ҫӳретмен вӑл Соньӑна, якатман вырӑн ҫине вырттарман.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫап-ҫутӑ атӑпа, чесуча кӗпепе, ал лаппи сарлакӑш чӗн пиҫиххипе, жилет кӑна та ылтӑн сӑнчӑрлӑ сехет ҫеҫ ҫитмест ку вунҫич ҫулхи ачана.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Килти пиртен ҫӗленӗ шур кӗпепе шур йӗм тӑхӑнтарнӑскер, урине хӑй тунӑ ҫӑпатине сырса вил тупа ҫыхса вырттарнӑскер — чиркӗве кайма хатӗрленнӗ ҫын пекех туйӑнать Уҫӑп Тимахвейч.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Евӑн пысӑк куҫӗсене ҫемҫе кулӑпа тӗсерӗ, кӗҫех пурҫӑн сумккине силлекелесе тухса кайрӗ — сарӑ, тӑчӑ кӗпепе, сенкер шлепкепе, — унӑн пӗртен пӗр капӑрчӑкӗ — лапчӑк сенкер бант, ҫирӗпскер те йывӑрскер.

Мягко улыбнувшись большим глазам Евы, и ушла, раскачивая шелковой сумкой, твердая и тяжелая в сером, глухом платье, в синей шляпе, единственным украшением которой был плоский синий бант.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Паллӑ мар хӗрарӑм пилӗкӗ тӗлӗнче ансӑрлатнӑ пир кӗпепе, аллисемпе мӑйӗ уҫӑ.

На неизвестной молодой женщине было белое полотняное платье в талию, с открытыми руками и шеей.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗсем хӑнасем патне чаплӑ муслин кӗпепе тухрӗҫ; Розитӑн — шупка кӗрен, Мерседесӑн — кӑвак.

Они вышли к гостям в приличных муслиновых платьях; на Розите было розовое, на Мерседес — голубое.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫапла вара — пӗррехинче унӑн чӳречи тӗлӗнчен каҫа юлса иртсе пыраттӑм: кантӑк ҫап-ҫутӑ, пӑхатӑп та — Харита Мальком кӗпепе, ҫав кӗпешӗн эпӗ хамӑн хӗрӗме хулӑпа вӗтме хатӗр.

Так вот, я однажды проходил мимо окна поздно ночью: окно светилось, я заглянул и увидел Хариту Мальком в платье, за которое высек бы свою дочь.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл сенкер кӗпепе, кӑвак хӑюллӑ хӑмӑр пурҫӑн шлепкепе.

Она была в синем платье и шелковой коричневой шляпе с голубой лентой.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Рюкзакӗнчен ӑшӑ ҫӑм тутӑр кӑларчӗ, ӑшкӗпе, кӗпепе саппунлӑх пусма, ҫемҫе тапӑчки.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Лешӗ кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпепе, сӑрӑ шӑлаварпа, уринче те сӑрӑ пушмак.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Унта Тоббоганпа Дэзи тӑраҫҫӗ ӗнтӗ: хӗр ҫинче — ҫӗнӗ кисей кӗпепе чӗнтӗрлӗ ылтӑн-сенкер тутӑр, каччӑ тӗксӗм хӗрлӗ галстуклӑ шалпартарах кӑвак костюм тӑхӑннӑ — анчах унӑн сӑн-питне тӳрӗ, кӗре пичӗпе сӑмалаланнӑ парусин кӗпен йӳле янӑ ҫухави килӗштеререх парать.

Там стояла Дэзи в новом кисейном платье и кружевном золотисто-сером платке, под руку с Тоббоганом, на котором мешковато сидел синий костюм с малиновым галстуком; между тем его правильному, загорелому лицу так шел раскрытый ворот просмоленной парусиновой блузы.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эсир ӗнер мӗншӗн шӑтӑкла кӗпепе ылтӑн пушмак пирки каларӑр?

А почему вы сказали вчера о кружевном платье и золотых туфлях?

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней