Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑратасса эп, иртерех тӑрса турра кӗлтуччӑр тесе, вӑхӑтра ӗҫе тытӑнччӑр тесе кӑна вӑрататӑп.А бужу я людей для того, чтобы они встали пораньше, вознесли хвалу аллаху и приступили к работе.
Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ун хыҫҫӑн та турӑ ҫылӑхӑмсене каҫармасан, хама мӑй таран ҫӗр айне чавса лартма хушӑп е чул стена ӑшне шӑтӑк туса хама хупласа ларттарӑп; апат та ҫимӗп, шыв та ӗҫмӗп, вилетӗп; мӗнпур пурлӑхӑма монахсене парса пӗтерӗп: хӗрӗх кун та хӗрӗх ҫӗр мана асӑнса кӗлтуччӑр».
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
14. Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара чурисем фараона каланӑ: вӑл пире чылайччен асаплантарӗ-и? яр эсӗ ҫав ҫынсене, вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, кӗлтуччӑр; Египет пӗтсе пынине эсӗ халӗ те курмастӑн-им? тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1