Поиск
Шырав ĕçĕ:
27. Пур ҫӗрте те ялав ҫӗклӗр, халӑхсем хушшинче трупа кӑшкӑртӑр, халӑхсене Вавилонпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрлӗр, ӑна хирӗҫ кайма Арарат, Минни, Аскеназ патшалӑхӗсене чӗнсе илӗр, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма ҫулпуҫ лартӑр, учӗ-урхамахӗ хӗрлӗ шӑрчӑк чухлӗ пултӑр.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Вениамин ывӑлӗсем, тарӑр Иерусалим хушшинчен, Фекойӑра какӑр кӑшкӑртӑр, Бефкаремра вут-ҫулӑмпа паллӑ парӑр: ҫурҫӗр енчен синкер-сехмет килет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейӑра пӗлтерӗр, Иерусалимра хыпарлӑр, кала-кала парӑр, пур ҫӗрте те трупа кӑшкӑртӑр, янӑравлӑн, пурте илтмелле чӗнӗр: «эй пуҫтарӑнӑр — тӗреклӗлетнӗ хуласене кайӑпӑр» тейӗр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Псалом юрлӑр, тӳнкӗр тытӑр, ытарайми сасӑллӑ кӗслепе псалтирь тытӑр; 4. ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче, палӑртнӑ вӑхӑтра, хамӑр уяв кунӗнче, трупа кӑшкӑртӑр: 5. ҫакӑ вӑл Израильшӗн саккун пулать, Иаков Турри панӑ йӗрке пулать.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша вӗсене каланӑ: хӑвӑрпа пӗрле хуҫӑрӑн тарҫисене илӗр те Соломон ывӑлӑма манӑн мул ҫине лартса Гион патне илсе кайӑр, 34. Садок священникпа Нафан пророк унта ӑна Израиль патшине лартмашкӑн ҫу сӗрччӗр, эсир трупа кӑшкӑртӑр, сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрӑр.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр; 9. вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр; 10. аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫав чир ернӗ тилҫеллӗ ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуркаласа пӗтертӗр, пуҫне ан виттӗр, ҫӑварӗ таранах хупланса ҫӳретӗр: таса мар! таса мар! тесе кӑшкӑртӑр.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2