Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрма (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Иванович кӑшкӑрма та кӑшкӑрмасть, анчах чунӗнче сивлеклӗх пур; ятлама та ятламасть, ҫапах та сӑмахӗсем ватпа тулса ларнӑ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унчченхи Михаил Игнатьевич кӑшкӑрма та кӑшкӑратчӗ, усал сӑмахшӑн та кивҫене кайман, анчах шӳчӗ те пурччӗ, ҫилли те хӑвӑрт иртетчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Касмухха майлисем хирӗҫ кӑшкӑрма хӑтланчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаврскипе старшина та кӑшкӑрма чарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, хӑйне вилӗмле хӑрушлӑх тивнине ӑнланса, пӗтӗм вӑйӗпе кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хрестук аллисене вӗҫертме, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тӑчӗ, анчах пултараймарӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр кӑшкӑрма ӗлкӗреймерӗ, йӗкӗт самантрах унӑн ҫӑварне ҫӗтӗк таткипе пӑкӑласа лартрӗ, аллисене каялла ҫавӑрса хучӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хурт уйӑрнӑ хурт! — кӑшкӑрма пикенчӗҫ хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ур-р-р-ра! — кӑшкӑрма пуҫларӗҫ унта та кунта.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗм халӑх, тутарсемсӗр пуҫне, алӑ ҫупса ячӗ, варӗсене тытса кулма, «маттур Энтрей, маттур!» — тесе кӑшкӑрма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ваҫка, Ваҫка! — кӑшкӑрма пикенчӗ Микуль аякранах.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унсӑрӑн халех кӑшкӑрма пуҫлатӑп.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта та кунта кӑшкӑрма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сылтӑм ҫырана халӑх ытларах та ытларах пуҫтарӑннине асӑрхарӗҫ те ӗнтӗ, чарӑна-чарӑна тӑрса аякранах тем кӑшкӑрма, каҫса пӑхӑр-ха, халех пеме пуҫлатпӑр тенӗ пек, пищалӗсемпе юнама тапратрӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуринчен ытла каччӑ йӑмра айӗнче темиҫе юлан ут тӑнине курсан хӑй хурах кӑшкӑрма пултарайманнинчен тӗлӗнчӗ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ярса илмелле те лӑчӑрт хутлатса лартмалла хӗрне, кӑшкӑрма пикениччен ҫӑварне хупламалла.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынна чӗнме, «Кам пур пӳртре?» — тесе кӑшкӑрма кирлӗ мар, ҫын пулсан ҫак сивӗре алӑк уҫӑ тӑмӗччӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн туса тӑратӑр унта эсир, пирӗштисем?» — тесе кӑшкӑрма пултараймарӗ: хӗрсем кашни-пӗр ҫӑкӑрпа тӑвар тытса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем килеҫҫӗ тенӗрен вӗсем ҫинчен темле калаҫнине те илтнӗ, ахаль те шикленсе пурӑннӑ ҫынсем урса кайса темле сӑмахсем кӑшкӑрма, «аллах керим! аллах керим!» тесе урамран урама, пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне чупкалама пикенчӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пурте кӑшкӑрма тытӑнсан йышӑнтараймаҫҫӗ пире.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней