Поиск
Шырав ĕçĕ:
кӑларассипе (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, вӑл алкогольсӗр сӗткенсем туса кӑларассипе, сӗт туянассипе экономика ӑмӑртӑвӗнче республика призерӗ пулчӗ.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Ҫак кун тӑван халӑхӑмӑра пӗтӗм пурнӑҫне панӑ, ӗҫне-хӗлне ӑна ҫутта кӑларассипе ҫыхӑнтарнӑ ҫыннӑмӑрӑн Иван Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килет.
Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
— Хӑмла ҫитӗнтерессипе — агрономсем, ҫӗнӗ сортсем кӑларассипе — селекционерсем, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртессипе — инженер-механиксем.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Сивӗ шывшӑн, таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшушӑн 0,5-25 процент хӑпарӗ.
Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Сивӗ шывпа тивӗҫтерессипе тата таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу тарифӗсем 0,5-25% ӳсеҫҫӗ.Тарифы на услуги по обеспечению холодной водой и водоотведению увеличатся на 0,5-25%.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ӑшӑ энергийӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн 2,4-13,7% хакланать /пӗлме: Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ресурссемпе тивӗҫтерекен кашни организаци валли пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтассипе, унта вӗри тата сивӗ шыв парса тӑрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсене ҫирӗплетет/.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Страницы:
- 1
- 2