Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫӗнчен (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви куҫӗнчен хӑй сисмесӗрех куҫҫуль тумламӗ кусса тухрӗ.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗн питпе пӑхать вӑл ҫын куҫӗнчен?!

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗр Славике мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те ҫамкинчен, питӗнчен, куҫӗнчен, ҫӳҫӗнчен чуптуса тухрӗ, хӑйӗн куҫҫӳлленнӗ вӗри пичӗпе ачан питне, тутине сӗрчӗ, ҫӳҫӗпе мӑйне кӑтӑклантарчӗ, хӗрӗн лӗпӗш сухалӗ пек вӑрӑм та хытӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ача пичӗ ҫинче йӑпӑртатса чупрӗҫ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр куҫӗнчен хӑй ҫапла кушак куҫӗнчен пӑхнӑ пек ним именмесӗр лӑпкӑн пӑхма пултарнишӗн, вӑл ҫапла пӑхнине хӗр те тӳлеккӗн йышӑннишӗн телейлӗ пулчӗ вӑл.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Георги вара, куҫӗнчен ҫеҫ сисӗнмелле кулӑпа телейлӗн ҫуталса, вӑтанса кайнӑ хӗре хулӗнчен тытать.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мартинӑн хурлӑ сӑн-питӗнчен, кӗҫ-вӗҫ шывланас пек куҫӗнчен ӑна нимле сӑмахпа та йӑпатма аптраса пӑхса лартӑм.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Унӑн вӑйсӑрланнӑ куҫӗнчен тӗрлӗрен хуйхӑ-суйхӑпа тахҫанах куҫҫуль сӑрхӑнса пӗтнӗ темле чун ыратсан та исленмен куҫран, темиҫе тумлам куҫҫуль пӑчӑртанса тухрӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Япӑха юлӑп та… мӗнле пӑхатӑп вара бригадир куҫӗнчен?

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ӗҫӗ пысӑк ӗнтӗ, мӗн кирлине тупса ҫитермех таҫта та ҫитмелле, такам куҫӗнчен те пӑхмалла.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Унӑн ӑшӑ куҫӗнчен пӑхатӑп, Павӑл куккапа Матюк инке ҫинчен шухӑшлатӑп.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ҫав вӑхӑтра кашни хӗр умне пӗрер каччӑ вирхӗнсе тухрӗ, ура хуҫса, пике куҫӗнчен пӑхса, ташша ячӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Пыраймастӑп, Павӑл, — каччӑ куҫӗнчен каҫару ыйтнӑн пӑхрӗ Чӗкеҫ, — тунтикун-ҫке паян, зоокружок кунӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Халӗ вӑл хуҫи куҫӗнчен пӑхать-ха, ак-ак ӗнтӗ кӑштах кунталла ҫаврӑнӗ те — мана асӑрхӗ, шӑнкӑрав пек сассипе вӗрсе ярӗ, ҫӑмӑллӑн ыткӑнса килӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бианка, чӑн та, юлмарӗ унран, хуҫи куҫӗнчен пӑха-пӑха, хырӑмпа шунӑ пек шӑвӑнса, ҫӳлеллех тапаҫланчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чупса ҫитрӗ те ӑна алла йӑтса илчӗ, куҫӗнчен хурлӑхлӑн тӗмсӗлсе пӑхрӗ — ӗнтӗ пӗчӗкҫӗ чунӑн сывлӑшӗ те тухми пулнӑ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тимуш урӑх пӑхаймарӗ Хветура куҫӗнчен.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Верук килнӗ ҫӗре ялта пулмӑпӑр-им вара? — сасартӑк хӑюланса, йыснӑшӗн куҫӗнчен тӳррӗн пӑхрӗ, кӑшкӑрсах ыйтрӗ Хветура.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Эп сан пата, Тихӑн, — Турунова икӗ хулӗнчен те тытрӗ, ун куҫӗнчен йӑвашшӑн кулкаласа пӑхрӗ ватӑ бригадир, — хам ачасене, ак ҫак кӑйкӑрсене, ертсе килтӗм.

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калаҫнӑҫемӗн каллех чӑрсӑрланса пычӗ Турунов — тӳрленсе ларчӗ, унтан сӗтел умнерех пырса тӑчӗ, шӑпланса, Григориу куҫӗнчен чалӑшшӑн пӑхрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Серебряков Пруткин куҫӗнчен тем хушнӑн пӑхать.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней