Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫа (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫа курӑнмалли, чӑн-чӑнни нимӗн те ҫук пулмалла.

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халь Завьялов умӗнче куҫа уҫҫӑн курӑнакан, ҫиелтен дермантинпа витнӗ алӑк, ун хыҫӗнче вара — паянхи, хальхи Оля пулмалла.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӑна халӗ темле уйрӑм хваттерте, паянхи куҫа курӑнакан ҫынсемпе юнашар курма пултарайман, ун ҫинчен вӑл шухӑшламан та.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шанӑҫа ҫухатнине хирӗҫ тӑракан япаласем пуррине, вӑл куҫа уҫма, тусанлӑ тӗмӗсене, хулари хӑрӑк курӑксене тата хунарсен тӗксӗм ҫутине ҫеҫ мар, малалла каякан ҫула та курма май панине ӗнентерес пулать.

Помоги переводом

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор куҫа курӑнман япаларан такӑннӑ пек шӑпланчӗ.

Помоги переводом

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн пӗрмаях темле мӗлкепе, куҫа курӑнман кӗлеткепе тупӑшмалла, анчах эсӗ вӑл кам иккенне те каласшӑн мар мана!..

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла ӗнтӗ, унӑн ӗҫе редакцире те ӑнмарӗ, ҫухалнӑ ҫынсене шыракан пай та ӑна нимӗнпе те пулӑшмарӗ, пӗртен пӗр куҫа курӑнакан ӗҫ вӑл — Оборона министерстви Ольга вилни ҫинчен ҫырса янӑ хут кӑна пулчӗ.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хаяррисем нумайланмарӗҫ, вӗсем сахалланчӗҫ, анчах халӗ вӗсем ҫаппа-ҫарамас, ҫавӑнпа та тӳрех куҫа курӑнаҫҫӗ…

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Отвечӗсене те вӑл ӑна мар, хӑйне е ҫакӑнта куҫа курӑнмасӑр тӑнӑ темле виҫҫӗмӗш ҫынна пачӗ.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Инҫетре снарядсем ӳксе ҫурӑлни шӑпланчӗ, пӗр ҫутӑлакан пуля та пӗлӗте амантмарӗ, ҫывӑхран пӗр самолет та кӗрлесе иртмерӗ, ҫӑра туратсем хушшинчи куҫа курӑнман кайӑксем ҫеҫ хӑйсен ӗмӗр-ӗмӗрхи ансат юррисене юрларӗҫ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тулта тӗттӗм ӗнтӗ, пӗлӗтре ытла ҫутах мар ҫӑлтӑрсем палӑраҫҫӗ, инҫетрен артиллери кӗрлени илтӗнет, тӳпере шевлесем выля-выля илеҫҫӗ, таҫта куҫа курӑнман У-2 лӑкӑртатать.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсем утса иртекен, унӑн, Завьяловӑн, куҫа курӑнми ура йӗрӗ юлнӑ кашни пусӑм ҫӗр, халӗ куҫран ҫухалнӑ ҫуртсен кашни чулӗ, пӗтнӗ магазинсен витринисем — пурте, пурте уншӑн ҫав тери паллӑ, хаклӑ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан ҫӗрле куҫа курӑнман, ҫуттисене сӳнтернӗ пӑрахут кӗрлеме тытӑнчӗ те, ҫынсем хӑватлӑ шыв юххи пек малалла, дебаркадер патнелле ыткӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Инкек куҫа курӑнса килмест ҫав.

Помоги переводом

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лайӑхрах шыра, куҫа хупса ан ҫӳре.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла вара куҫа курӑнакан мӗнпур тавралӑхра — сӑртсем тата ҫӗр шӑтӑкӗсем.

И так насколько хватает глаз – холмы и земляные норы.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Эпӗ куҫа уҫайми макӑратӑп.

Помоги переводом

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Вӑт, эпир ун ҫутипе кӗнчеле арланӑ, пир тӗртнӗ, тӗрӗ тӗрленӗ, пайтах куҫа ыраттарнӑ, — тет кинемей.

Помоги переводом

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ака хӑшӗ-пӗрисем: «Шуррисем уйрӑмах икӗ сӑрт хушшинчи айлӑмра ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланчӗҫ»; «Вӗсене ялта тӑр-кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн»; «Инкек тени куҫа курӑнса килмест»; «Чапаев дивизийӗ Урал шур казакӗсен ҫарне аслати пек кисретнӗ».

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ютубри видеосене пӑхатӑн та халӑхӑн пӗр 70-80% тунсӑхлани куҫа курӑнать.

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней