Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Арман чулӗ тыт та тырӑ авӑрт; пӗркенчӗкне хыв, кӗпӳ аркине ҫӗкле, уру туни уҫӑлтӑр, вара каҫах юханшывсем урлӑ: 3. ҫарамасу уҫӑлӗ, ачаш вырӑну та курӑнӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара халӑхсем Ҫӳлхуҫа ятӗнчен хӑраса ӳкӗҫ, ҫӗр патшисем пурте Санӑн мухтавлӑхунтан сехӗрленӗҫ: 17. Ҫӳлхуҫа Сиона ҫӗнӗрен туса лартӗ, Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе курӑнӗ; 18. мӗскӗнсенӗн кӗлли ҫине хӗрхенсе пӑхӗ, вӗсем тархасланине ахаль хӑвармӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӗлӗк пек вӗҫсе иртӗ те — тупаймӗҫ ӑна; ҫӗрле темӗскер курӑннӑ пек курӑнӗ те — ҫухалӗ.8. Как сон, улетит, и не найдут его; и, как ночное видение, исчезнет.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн тума хушрӗ, вара сире Ҫӳлхуҫамӑр мухтавлӑхӗ курӑнӗ, тенӗ.6. И сказал Моисей: вот что повелел Господь сделать, и явится вам слава Господня.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑнӗ, теҫҫӗ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.