Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курӑнма (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петӗр вӗсене нихҫан та усал сӑмах каласа кӳрентермен, май килнӗ чухне мӗн те пулин шӳтлесе илме ҫеҫ юратать, апла пулин те, хӗрарӑмсем пӗрех унпа куҫа-куҫӑн курӑнма вӑтанаҫҫӗ, вӑл урампа иртнӗ чух, ун ҫине хӑма ҫурӑкӗсемпе чӳречесенчен ҫеҫ вӑрттӑн ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата хам та сире курӑнма вӑтанатӑп, — ӑшшӑн кулкаласа пӑшӑлтатрӗ Анюк.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан тӗм-хура курӑнма пуҫлать.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантрах мал енчен пӑр катӑкӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе капланса килни курӑнма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Турӑ ан хуштӑрах вӗсен куҫне курӑнма.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн ун куҫӗ умне курӑнма юрамасть.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кӗркке куҫне курӑнма юрамасть халь ман, хан патне пит кӗрсе ҫӳреме те юрамасть.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑваттӑн пӗр хӗр тупса таврӑнаймасан хан куҫӗ умне курӑнма та намӑс.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каялла каҫма юрамасть, хан умне ҫакнашкал пит-куҫпа курӑнма май ҫук терӗ вӑл хӑйне.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑссен куҫне курӑнма хӑратпӑр.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки вӑхӑтра Девлизер ялӗнче тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ чӑвашсемпе ҫармӑссем тата ытларах курӑнма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп калаҫмастӑп, манӑн халь вӗсене курӑнма юрамасть, — терӗ Северьян каялла Ҫавал вӑррине ҫитсен.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте улах тума май пур чухне мӗншӗн ҫын куҫӗ умне курӑнма тӑрӑшмалла вӗсен?

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет куҫӗ умне курӑнма юрамасть манӑн, вӑл мана ҫак йывӑҫран кутӑн ҫакать.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫи лӑпкӑн курӑнма тӑрӑшрӗ, анчах чӗтресе тухакан сасси, хӑй сисмесӗрех юхса анакан куҫҫуль тумламӗсем ӑна ҫак вырӑна пӑрахса кайма йывӑрри ҫинчен каларӗҫ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Виле никам куҫ умне те курӑнма пултараймасть.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑна эс кашнинчех ҫӗнӗ енчен курӑнма тӑрӑш.

А ты старайся всякий раз показаться ей (ему) с другой стороны.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

(Тӳррипе каласан, ҫынсем ҫывхарнине кура вӑл маттуррӑн курӑнма хӑтланса сикрӗ те кӗлетки йывӑрӑшӗпе сӗлкӗш ӑшне анса кайрӗ.)

(Сказать по правде, он хотел лихо спрыгнуть с коня, чтобы не упасть в глазах проезжающих, но под тяжестью тела провалился в снежную кашу.)

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ильмука халь курӑнма юрамасть унта.

А Ильмуку там нельзя нынче показываться.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах Анахвӑра мӗнле шеллесен те ун куҫӗ умне курӑнма хӑрарӗ вӑл.

Парню было жалко Анахвера, но приблизиться к нему он все же не решился.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней