Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курнӑн (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кама кӗтетӗн-ха тата? — малтанхи хут курнӑн, арӑмӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ Хумкка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— А-а, эсӗ-ҫке ку, Иван, чӑваш! — ҫывӑх ҫыннине курнӑн хӗпӗртерӗ Гали.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра Улька Эрхипе пӗрремӗш хут курнӑн тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук унӑн пурнӑҫне куҫпа курнӑн пӗлме хӑтланчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пас тытма ӗлкӗрнӗ чӑпар кӗрен сухалне шӑлкаланӑ май пире пӗрремӗш хут курнӑн кашнин ҫине шӑтарасла пӑхрӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ӑна вара вӑл куҫӗсене уҫса тул ҫутӑлас умӗнхи хурарах кӑвак пӗлӗте, самолет вӗҫсе хӑпармалли ем-ешӗл, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑкпа витӗннӗ, малалла тӑсӑлса каякан ансӑртарах ҫула курнӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темӗнле уйрӑм ҫынна курнӑн туйӑнать.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Тамарӑна? — хӗр ҫине пирвайхи хут курнӑн пӑхрӗ Турунов.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Стройкӑсӑр пурӑнма пултараймастӑп, юлташсем… пурӑнма пултараймастӑп, ӑнланӑр, — эпир хӑйне чӑнахах та ӑнланманнине курнӑн асапланса калаҫрӗ, пирӗн куҫсенчен тилмӗрсе пӑхрӗ вӑл.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ куртка ҫинчи ӳкерчӗке пӗрремӗш хут курнӑн пӑхса тӑтӑм: сӑвай тукмакӗ, ун айӗнчен вут-хӗм сирпӗнсе тухать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑштахран ҫеҫ пирӗн куҫсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ те — кӑнн! тинкерчӗ Ҫтаппан мана тин курнӑн, «эс ма килнӗ тата?» — тенӗн.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл аллисене пилӗк ҫине хучӗ, каҫӑрӑларах ларчӗ, ҫапла Володя арӑмне ун илемӗнчен тӗлӗннине пытармасӑр, ӑна пирвайхи хут курнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑйне те начара хумасӑр, мӑнкӑмӑллӑн сӑнаса ларчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӗтмен ҫӗртен сасӑ илтнипе пуян, хӑй ҫине тӑшман тапӑнма хатӗррине курнӑн, шарт! сикрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темӗнле тытма юраман чечеке курнӑн, ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑн чӗре ҫунма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Владимир Сергеевич пуҫлӑха пӗрремӗш хут курнӑн сӑнаса пӑхрӗ.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халь савнӑ каччине куҫ умӗнчех улталаса янине пӗлсен. упӑшки икӗ питлине пӗрремӗш хут курнӑн кичемленчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темшӗн упӑшкин сасси Елюк хӑлхине ют ҫын сасси пек илтӗнчӗ, чӗре темӗнле хаяр тӑшмана курнӑн тарӑху хумӗсемпе тулчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Нихҫан та выртма пӗлмен ҫӳҫӗ ҫамки ҫине шуса аннӑ, хура куҫӗсем урайӗнче темскер курнӑн халӑх ҫине те ҫӗкленеймеҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Савтепи уҫланка урӑх тӗспе ҫутатса ячӗ тейӗн, Ухтиван таврари япаласене пӗрремӗш хут курнӑн алчӑраса пӑхса тӑрать.

Появление Савдеби на этой полянке словно осветило ее каким-то новым светом, и Ухтиван рассматривал все вокруг так, будто видел впервые.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне алӑк ҫумне ҫурӑмӗпе сӗвенсе темӗнле коридорта тӑнӑн, умӗнче вара, аякра, ансӑр алӑка курнӑн туять.

Ей казалось, что она стоит в каком-то коридоре, прислонясь спиной к двери, и видит впереди себя узкий далекий выход.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней