Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курмасӑр (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑннӑ пулин те, Ленӑн Атӑла курмасӑр килне каясси килмерӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Викторӑн организаторла куҫӗ списока ялсенчен килнӗ ҫамрӑксене кӗртмеллине те курмасӑр ирттермерӗ.

Организаторский глаз Виктора предвидел пополнение списка и деревенскими парнями.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хисеплӗ Степанов юлташ, — терӗ вӑл, — эсӗ ҫирӗм ҫул хушши пирӗн кантурта тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине курмасӑр тӑма пултараймарӑм эпӗ.

Помоги переводом

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Кирук, куҫҫулӗ витӗр нимӗн курмасӑр, суккӑр ҫын пек килнелле танккарӗ…

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Картина галерейине вӑл тӗлӗрекен ҫын пек, таврара мӗн пуррине курмасӑр, пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Врач! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, умра нимӗн курмасӑр.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Упӑшки хаҫат пӑхса ларать, анчах вӑл вуламаннине арӑмӗ лайӑх пӗлет: Макар пӑшӑрханнӑ е куляннӑ самантсенче калаҫмасть, хаҫат е кӗнеке тытать, анчах страницӑсене уҫмасӑр, саспаллисене курмасӑр, пӗр тӗле пӑхса, вуланҫи пулса ларать.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах лешӗ, ӑна курмасӑр, малалла вӗҫсе кайрӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Час-часах эпӗ, вӑрмана урӑх ӗҫпе кайнӑ чухне, питомника пӑхса, вӗсемпе калаҫса курмасӑр унтан иртейместӗмччӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Эпӗ ӗнтӗ сирӗн пурнӑҫпа, ӗҫпе тӗплӗн паллашмасӑр, вӑрманти ӗҫсене мӗнле тунине хам куҫпа курмасӑр, пӗлмесӗр каймастӑп.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам ӗҫе пӗтерсен, каллех бухгалтер патне кӗрсе: — Хама кирлине пӗтӗмпех ҫырса илтӗм, анчах ку ҫеҫ маншӑн сахал. Манӑн вӗсен ӗҫне хам куҫпах курасчӗ. Курмасӑр, пӑхмасӑр епле ҫырас? Ку ӗҫе мӗнле тума пулӗ-ши паян? Е ырана хӑвармалла? — тесе ыйтрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кайма хатӗр ӗнтӗ, анчах Оксанӑна курмасӑр ниепле те каяс килмест.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑй тӳссе курмасӑр ӗненмест.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Микула хумханнипе хӑй тавра мӗн пулса пынине курмасӑр, мӗн калаҫнисене итлемесӗр малалла каларӗ:

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам хушшинче вӑл ӑҫта пуснине курмасӑр чупрӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан арӑмӗ Татьяна, Лукарье юсавне те курмасӑр, юнашар тӑракан хӗрарӑмсем калаҫнине те илтмесӗр, мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗпе турӑ ҫинчен шухӑшласа кӗлтурӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ, акӑ, ниҫта тухмасӑр, никама курмасӑр, ҫак шӑтӑкра пурӑнатӑп.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗлле хӑмисене хам укҫапа туяннӑ, вӗллисене Сергейпе иксӗмӗр лӑш курмасӑр ӗҫлесе майлаштартӑмӑр, рамисене те хамӑр тунӑ, карасне те ҫын укҫипе илмен.

Помоги переводом

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Хурал мар, хурах тӑтӑр та, пӗрех кӗретпӗр. Эрне пурӑнатпӑр, уйӑх пурӑнатпӑр та, Ленина курмасӑр каймастпӑр», — тет бабай.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каларӑм-ҫке курмасӑр килмеҫҫех тесе, — пӑшӑлтатрӗҫ ҫынсем.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней