Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗне курмасӑр юлтӑм эпӗ?
9 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Как-никак, икӗ ҫул курмасӑр пурӑнмалла пулать-ҫке пӗр-пӗрне.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Аяла анса ҫитсен, Ильсеяр, чарӑнса, куҫӗсемпе пӑрахутсене шырарӗ, анчах вӗсене курмасӑр, ту ҫине каялла темиҫе утӑм улӑхрӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халӗ, акӑ, пӗрремӗш хут вӗсен миҫе кун хушши ӗнтӗ пӗр-пӗрне курмасӑр пурӑнма тиврӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Нумай ҫывӑрнӑ-и вара эпӗ… — терӗ вӑл ҫилӗллӗн, Жуковӑн сӑн-питне курмасӑр.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Анчах та — слобода ҫыннисем ун патне пырса тӑрсанах, унӑн чӑрсӑрлӑхне ырласа ик-виҫӗ ӑшӑ сӑмах каласанах, — сасартӑках вӑл, ҫул хӗрринчи тусан пуснӑ хурӑна, нумайччен ҫумӑр курмасӑр типсе ларнӑ хыҫҫӑн, ҫумӑр ҫуса уҫӑлтарнӑ евӗр, пӗтӗмпех улшӑнса, ҫӗнелсе каять, илемлӗ куҫӗсем унӑн каллех ачаш вут-кӑварпа йӑлкӑшма тытӑнаҫҫӗ, курпунланнӑ ҫурӑмӗ тӳрленсе тӑрать, вӑйлӑ аллисем палланӑ ҫынсене юратса ыталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Марья Валериановна ӑна ачаш сӑмахсемпе те, парнесем парса та кӑмӑл тунӑ, анчах пӗр канӑҫ курмасӑр, ялан хӑраса, ялан вӑрҫнине итлесе, ялан хӗсӗрленине тӳссе пурӑнмалла пулнӑшӑн ку ҫав тери сахал пулнине туйнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мана пӗр япала кӑна — чӑн-чӑн ҫынна курмасӑр вилсе каясси ҫеҫ хӑрататчӗ… халь ӗнтӗ эсир ман пата килни маншӑн мӗне тӑнине ӑнланатӑр…Меня одно страшило: умереть, не видавши человека… теперь вы понимаете, что для меня ваше посещение…
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпӗ Анетӑна курмасӑр тӳсме пултарайман; ун патне кайни, унӑн аллине чӑмӑртани, ним чӗнмесӗрех, куҫпа пӑхнипех ӑна пӗр художник теприне калама пултарнине калани, ӑна ҫав тери таса самантсемшӗн, чуна пур лӑпӑр-лапӑрсенчен тасалма пулӑшакан хумханушӑн тав туни мана сывлӑш пекех кирлӗ пулнӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Картиш витӗр илсе каякан таркӑн пичӗ ҫине пӑхса, халӑх каялла чакнӑ, Сервантес пӗкӗрӗлсе хӑй тавра нимӗн курмасӑр, суккӑр куҫӗсемпе сӗнксе пынӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Владимир Ильич ӑна курмасӑр тӑма пултараймасть.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Владимир Ильич ҫитменлӗхсене те курмасӑр иртмест, хытӑ тиркет вӑл вӗсене.
Ялан кӗрешӳре // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Костя, нимӗн курмасӑр, таҫта инҫетелле тинкерчӗ те: — Юрӗ, — терӗ, сӑмах чаракне лартнӑн, — ку философилле ыйтӑва халӗ иксӗмӗр пурпӗрех татса параймӑпӑр…
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Нумай вӑхӑт хушши курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн тӗл пуласси…
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Йытӑ пек ура айӗнчех хӗвӗшсе ҫӳрет, — курмасӑр тӑрса пӑх-ха ӑна эсӗ!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫапла тӗл пултӑмӑр эпир нумай вӑхӑт пӗрне-пӗри курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тоннель тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочисем тусем витӗр пӗрне пӗри курмасӑр, шӑпах палӑртса хунӑ пек, ним чухлӗ те йӑнӑшмасӑр пӗрне пӗри хирӗҫ тухнӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Кил хуҫисем иккӗшӗ те кӑмӑллӑскерсем, пире ют ҫынсене пӑхнӑ пек мар, чаплӑ хӑнасене хӑналанинчен те ытларах, нумайранпа курмасӑр пурӑннӑ тӑванӗсене пӑхнӑ пек пӑхрӗҫ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Унӑн пичӗ ҫуркунне тӗп сакайӗнче, хӗвел курмасӑр ӳсекен ҫӗрулми калчине аса илтерет.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Вӑл руле вӑр-вар ҫавӑркаласа машинӑна нимӗҫсен ҫунса кайнӑ машинисен хушшипе, юр айӗнчи йӗре курмасӑр, ҫулпа тӗрӗс ертсе пычӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.