Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав курайманлӑха халь минтерпе пени татах ӳстерчӗ.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫав элеке пула, ҫамрӑк хӗрӗн пысӑк юратӑвӗ — унтан та пысӑк курайманлӑха куҫнӑ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӗр куҫӗнчи курайманлӑха тӳсеймесӗр Герасим Федотович вӑраххӑн-вӑраххӑн каялла чакрӗ:
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Суеҫтерекен ҫын курайманлӑха тивӗҫ мар-и?
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
Хӑйӗн чун-чӗринче капланса килнӗ курайманлӑха палӑртас мар тесе, вӑл пӗр минута яхӑн чӗнмесӗр ларчӗ, сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ.Он передохнул минутку, словно желая освободиться от душившей его ненависти.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унӑн пӗтӗм кӗлетки тин кӑна йышӑннӑ кӳрентерӳпе сывланӑн, курайманлӑха пула чӗтренӗн туйӑнать.Все тело ее, казалось, дышало только что нанесенным оскорблением и вздрагивало от ненависти.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пирен иксӗмӗрӗн те вилмелле; пирӗн вилӗм курайманлӑха пӗтерет.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
— Георг! — хыттӑн чӗнчӗ Сногден юлташне хул пуҫҫинчен силлесе; лешӗ питне ал тупанӗ ҫине хунӑ та — сехӗрленӗве тата курайманлӑха пула ҫурма вилӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тулса ҫитнӗ ҫак ютшӑну икӗ енлӗ ҫирӗп курайманлӑха куҫрӗ, унӑн мӗлки Ассоль ҫине те ӳкрӗ.Став полным, оно вызвало прочную взаимную ненависть, тень которой пала и на Ассоль.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӑшмансен тӗрӗсмарлӑхӗсене, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене курса тӑнӑ май, эпир пайтах хамӑр ӑшри курайманлӑха, хамӑрӑн инстинктла, анчах пӗтӗмпех этемле тарӑхӑва, террорла ӗҫсем тӑвас, пӗр тӑхтамасӑр тытӑҫса ӳкес килнине пусарса пытӑмӑр; эппин, ҫакна эпир хамӑр ӗҫленӗ, вӑй пухнӑ, ӑнлантарса ӳкӗте кӗртнӗ, ӗненнӗ вӑхӑтра кӗтме пӗлни питех те кирлине пӗлсе туман-и вара?
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпӗ ӑна пӗрремӗш, е урӑхла каласан, пуринчен те аслӑ министр хуйхӑпа савӑнӑҫа, юратупа курайманлӑха, хӗрхенӳпе хаярлӑха туйса илме пултарайман чӗрчун пулни ҫинчен каласа патӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Камӑн кӑкӑрне — вилнӗ чӗре вырӑнне — хӑйӗнпе хӑй киленсе пурӑннин тем пысӑкӑш ирсӗр шыҫҫи вырнаҫнӑ, — ҫавсем анчах ытлашши… ҫавах вӗсем те кирлӗ, калӑпӑр — вӗсем ҫине эп хамӑн курайманлӑха тӑкма пултаратӑп, ҫавӑншӑн та пулсан кирлӗ…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана асаплантармарӗҫ, мӗн пулса иртнине те аса илтерекен пулмарӗ; анчах эпӗ ҫак икӗ кун хушшинче мӗн-мӗн тӳссе ирттернине; шанӑҫа ҫухатнине, намӑсланнине, хӑранине, курайманлӑха манма пултараймарӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла, ку чӑн-чӑн курайманлӑхӑн туйӑмӗ, вӑл пачах романсенче ҫырса кӑтартакан курайманлӑх евӗрлӗ мар, унашкал курайманлӑха, этеме усал тунинче киленӳ тупаканскерне, эпӗ ӗненместӗп, ку курайманлӑх хӑвӑр хисеплеме тивӗҫлӗ ҫынран нимпе чармалла мар пистерет, унӑн ҫӳҫӗнчен, мӑйӗнчен, уттинчен, сассинчен, ӳт-пӳ пайӗсенчен, мӗнпур хусканӑвӗсенчен йӗрӗнмелле тӑвать, ҫакӑнпа пӗрлех темле ӑнланмалла мар вӑйпа ун патнелле туртӑнтарать, вӑл мӗн тунисене пурне те канӑҫсӑр тимлӗхпе сӑнама хистет.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах уншӑн вӑл вӗсене курайманлӑха вӗрентме пултарнӑ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Курайманлӑха пула унӑн чӗри ыратма пуҫларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫакнашкал хуйхӑпа курайманлӑха чӗрере йӑтса ҫӳресси ҫӑмӑл мар ҫав, Чижик.Легко ли ей, Чижик, горе такое и ненависть лютую к врагу в сердце нести?
Марья Дмитриевнӑн вӑрттӑнлӑхӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӗсен сӑнӗсемпе куҫӗсенче пӗтӗм хаярлӑха, курайманлӑха пӗрле пӗтӗҫтерсе чӑмӑртанӑн туйӑнать.Сосредоточенное упорство, гневная воля — вот что было в этих лицах, в этих глазах.
«Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Кунти ҫанталӑк килӗшӳллӗрех, ӑнланмалларах, чӗрене ҫывӑхрах пулса пынӑҫемӗн, хӑнӑхнӑ лӑпкӑ пурнӑҫа курнипе чунӗ уҫӑлса, ҫемҫелсе, ирӗлсе пынӑҫемӗн, хӑй ӑшӗнче тӗллевсӗр курайманлӑха пусарса малтан пурне те пӗлес килни, унтан тӗлӗнни, шӑппӑн пӑхӑнни ҫуралма пуҫланӑҫемӗн Матвей хуйхи тарӑнлансах, йывӑрлансах пынӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Мӗнех вара, вӑл ҫавӑн пек курайманлӑха тивӗҫлӗ пулсан!
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
- 1
- 2