Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунах (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вара кашни кунах, апат умӗн пӗрер черкке ӗҫнӗ чухне, Таланцев хуҫасене вӑрҫать:

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Юрату ҫинчен яланах шухӑшлатӑп, ун ҫинчен кашни кунах ӗмӗтленетӗп, анчах хам, ӑна тӗл пулма май килсен, хӑраса ӳкетӗп.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл темиҫе хӗрачапа паллашрӗ, Мосальский те кашни кунах вӗсем патне килетчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ вара ҫав кунах куҫ ӑҫта курнӑ ҫӗрелле тухса кайрӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Асаттепе иксӗмӗр кашни кунах вӑрманта.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Малтанхи кунах асаттерен вӑрман ҫинчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, вӑл мана интереслӗ ӗҫсем ҫинчен нумай каласа пачӗ.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

…Ҫав кунах пур ҫӗре те тӗрлӗ тӗслӗ тум тӑхӑннӑ «майор» тарни ҫинчен, ун пек ҫынна курсанах арестлеме кирли ҫинчен пӗлтернӗ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ашшӗ ӑна ӑнланмасть имӗш: кашни кунах колхоза ӗҫлеме кӑларасшӑн.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юлашкинчен вӑл Герасим Федотовичпа яра кунах шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма пуҫларӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кашни кунах Ульккапа сӑмахларӗ, кашни кунах ӑна хӑш енчен те пулин ырларӗ, иртнӗ вӑхӑтри пӑтӑрмахшӑн хӑйне те, амӑшне те хурла-хурла илчӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӗр ҫынни ватӑлсан та уяллах туртӑнать ҫав: Тимахван мучи, кӑн-кӑвак сухаллӑскер, кашни кунах ҫӗрулми кӑларма тухать, тӑватӑ касӑ ҫинче ерипен-ерипен чакаланать.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сантӑр Пурташсем иккенне, унӑн икӗ йӑмӑк пуррине, амӑшӗ патшалӑха тырӑ леҫме кайсан тулли лав айне пулса вилнине, ашшӗ фронтра нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнине, амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ виҫӗ ачана Тимахван мучипе Тарье кинеми вӑхӑтлӑх усрава илнине ҫав кунах пӗтӗм класс пӗлчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркеленӗ май вӗсем кашни кунах этем ретлӗн канма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫитес канмалли кунах пыма тӑрӑшӑп.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ара, иккӗшӗ те яра кунах ӗҫре, пӗри фельдшер пунктӗнче, тепри — трактор ҫинче.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вӗсем ҫав кунах каялла таврӑнма шутланӑччӗ, самолет ҫине билетне те илнӗччӗ, анчах хайхискерсем универмагсене кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн аэродрома ҫитрӗҫ те ҫанталӑк тӗтреллӗ пулнӑ пирки самолет яла вӗҫменни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ӑна курнӑранпа Тарас канлӗхне ҫухатрӗ: кашни кунах Елюк ҫинчен шухӑшлать, тӗлӗкӗнче те куҫ умӗнчен кайма пӗлмест хӗр, анчах ӑна куллен тӗл пулма ҫук-ҫке.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Куншӑн пунктра ӗҫ чарӑнса лармарӗ — совхозсенчен тулли грузовиксем те татти-сыпписӗр килсе тӑчӗҫ, пушӑ вакунсем те кашни кунах тупӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Эпир ҫав кунах пӗр сменӑра ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӗҫ вӗҫленсен Испуханов ҫав кунах Хыркассине каякан автобус ҫине ларчӗ, хӗвел анса тӗттӗмленсен вӑл вӑрман ҫумне улаххӑн лӑпчӑннӑ Хура Качакана ҫитрӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней