Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен куҫҫулӗсем тепӗр хут пӗрлешсе хутӑшрӗҫ, ӑмсанмалла, сайра куҫҫульсем — унтан Гнор хӗре майӗпен малалла тӗртрӗ, унӑн, Гнорӑн, вӑрах йыхравӗсене пула шурнӑ, тунсӑхлӑ, ун патне ӑнтӑлакан тӑван сӑна иксӗлми кулӑпа пӑхса киленчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл тинкерӳллӗн, йывӑррӑн пӑхнине хура ҫӳҫлӗ портрет юмарт, ҫепӗҫ кулӑпа хуравларӗ.Темноволосый портрет ответил его цепкому, тяжелому взгляду простой, легкой улыбкой.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗсен хутшӑнӑвӗсем яланах — пӗр-пӗрне хисепленин, тимлӗхпе евӗклӗхӗн тӗслӗхӗ; иккӗшне ӳлӗм темӗнле паллӑ мар тупӑшура тавлашма пӳрнӗ тейӗн — вӗсем, хальлӗхе ӑнланмасӑр, шухӑшӗсене, сӑмахӗсене хире-хирӗҫ тӑратаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пӑхса тата аллисемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана, кулӑпа, шӳтпе, сӑмахсене — кӑмӑл-туйӑм хӗҫ-пӑшалне — ҫивӗчлетсе тупӑшаҫҫӗ, чӗмсӗрленсе тавлашаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Гнор ҫӑварне утиялпа хупларӗ те каллех кулӑпа йӑлкӑшрӗ, тутлӑн карӑнчӗ; ҫак самантра аякри пӳлӗмре сехет хӑвӑрттӑн, уҫӑмсӑррӑн ултӑ хут ҫапни илтӗнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫав хушӑра инҫетри вӑрмансемпе тусӗнчен иртсе Ҫурҫӗр Ҫырма масарӗ патне ҫуркуннен янкӑр уҫӑ ирӗ йӑпшӑнса-ҫывхарса килет; унӑн йӑпшӑнӑвӗ — юратакан хӗр савнӑ ҫыннин тӑнлавӗнчен перӗнсе, пӑхӑнуллӑ ҫӳҫ ӑшӗнче — пуҫне ӑшӑтса, куҫӗсене кулӑпа ҫиҫтерсе, пуҫне вара сасӑсӑр сывлӑх сунӑм вӑхӑтӗнче хускалмасӑр тӑма хушса ҫепӗҫ пӳрнесем куҫнӑ евӗр.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Хӑравпа тата ӳпкевпе, тӗпчевлӗн пӑхакансене тытӑнкӑллӑ кулӑпа хуравлать…Сдержанно улыбается всем взирающим на него со страхом и ропотом.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Гелли Нокӑн килӗшӳллех мар, типшӗм питне аптӑравлӑ, вӑйсӑр кулӑпа сӑнать.Гелли растерянно, с слабой улыбкой смотрела на его неприязненное сухое лицо.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кӗмӗл ҫӳҫ ҫилхи айӗнче хаяр та сивлек, кушӑрханӑ сӑн-пите хытса ларнӑ кулӑпа ҫутатса йӗплӗ шӑтӑксем-куҫсем ҫаврӑнкалаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Кӑшкӑрашупа ыйтусене халех кулӑпа йышӑнса Аян кубрике анчӗ.Заранее улыбаясь возгласам и расспросам, Аян спустился в кубрик.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫамрӑк хӗр килнӗ ҫын ҫине тӑрӑхлавлӑрах кулӑпа пӑхать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян сӑнӗ кулӑпа витӗнчӗ; халӗ уншӑн пурте — шлюпка, кӗсменсем, хунар, хыҫала пытарнӑ пӑшал, — тӗлӗнмелле хаклӑ та кӑмӑллӑ япаласем.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян сисмесӗрех аллине куҫарчӗ, — такам ӑна питӗнчен ӑшӑ пӳрнесемпе ачашланӑн сӗртӗнет тейӗн, унтан хӑйне евӗрлӗ вӑрӑм, пыртан тухакан лӑпкӑ кулӑпа ялкӑшрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кристоф боцман аллине хӗвне чикнӗ, унӑн бронза тӗслӗ пичӗ — кӑвак ҫӳҫ юрӗ хушшинчен — кӑра-хаяр кулӑпа чалӑшса тӑсӑлнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫав хушӑрах — ҫак самантра унран кам та пулин: «Ай, чи тивӗҫли кам?» — тесе ыйтсан вӑл ахаль кулӑпа, анчах хӑйӗн ютшӑнчӑклӑхӗнчи хӑрушӑ кулӑпа хуравлӗччӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пысӑках мар пиҫӗ тута кулӑпа сайра сарӑлса ҫӳхелни сисӗнет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑмахпа каласа парайми, хаклӑран та хаклӑ ҫак самант урӑх никамшӑн та мар, уншӑн ҫеҫ килнипе Грэй хӑй те хумханса тата тӗлӗнсе кайрӗ, шухӑшӗнче тахҫанах-тахҫанах курӑнакан ҫак пите янахӗ айӗнчен асӑрхануллӑн, анчах ӑшӑ кулӑпа ҫӗклерӗ, вара хӗрӗн куҫӗсем тинех яриех уҫӑлчӗҫ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӑмрӑкҫӑн пит-куҫӗ палӑри-палӑрми ӑшӑ кулӑпа йӗрленчӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Ҫапла каланӑ май хӑй каллех тытса чарайми кулӑпа йӑлкӑшрӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Куҫӗсем темӗнле тӗлӗнмеллерех, хӑйӗнни пек мар сӑна куҫма, мӑйӑхӗ айӗнче тути вӑйсӑррӑн палӑракан йӑваш кулӑпа ҫиҫме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах Грэй хӑйне алла илчӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ, вара Пантена ылмаштарма тухрӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.