Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ку сăмах пирĕн базăра пур.
ку (тĕпĕ: ку) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ку тӗлӗшпе ҫветтуй марччӗ-и ҫав? — куланҫи тукаласа, тавраран тӗртсе илчӗ ку.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Шӑп ман пеккине шырать тата, Павӑл мар-ши ку?» — ку хутӗнче чӑнласах ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗр ушкӑнне калаҫҫӗ, ку тӗрмере ларакан ҫын тесе, теприне — ку ӑсчах тесе.

Помоги переводом

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

— Ҫук, хӗрӗм, ку юратни мар, ку юратӑвӑн астаракан вӑйӗпе теттепе вылянӑ пек выляни ҫеҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Чимӗр-ха, тусӑмсем, — илтӗнчӗ ҫав вӑхӑтра пӗр ватӑрах хӗрарӑм сасси, — эпӗ, ачасем, сире хирӗҫ пырас теместӗп-ха, ҫавах та ку пӗр-пӗр клуб е шкул мар вӗт, ку — ферма, апла чечексем лартса аппаланни вырӑнлах-ши?

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ӑнлантӑр-и, ку акӑ Америка пултӑр, — ывӑҫ тупанӗ ҫине Америка валли вырӑн уйӑрнӑ пек турӗ вӑл, — ку Англи, Германи, Франци, Румыни… —

— Понимаете, вот это Америка, — он отделил на ладони место для Америки, — вот Англия, Германия, Франция, Румыния… —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Йӳтени йӳтенех те-ха вӑл, Цэрнэ, анчах пӗр те пӗр ӗҫе тытӑнчӗ пулсан, ку унӑн сӑлтавсӑрах мар. Пӗлӗт ҫинчен татӑлса анман ӗнтӗ ку. Старик мӗне те пулин туйнах…»

«Дряхлый-то он дряхлый, этот Цэрнэ, но если уж взялся и сделал работу, на это есть причина. Это не с неба свалилось. Почувствовал что-то старик…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку мӗнле… мӗнле юрӑ ку? — унтан Фабиан господин ачасен ушкӑнӗнчен тек сӑмах чӗнмесӗр хӑвӑртрах аяккалла пӑрӑнса кайрӗ…

А что… что это за песня?.. — И, выбравшись из толпы, господин Фабиан поспешил убраться.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ак ку… ак ку ман тусӑм…

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах ку Аля ятлӑ, лешӗ — Новелла. Ку — хурӑн-варсем, лешӗ — анаткассем. Кашни ялтах пӗр ятлӑ хӗр вуншар пулма пултарать. Новелла…

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хам ӗҫе пӗтерсен, каллех бухгалтер патне кӗрсе: — Хама кирлине пӗтӗмпех ҫырса илтӗм, анчах ку ҫеҫ маншӑн сахал. Манӑн вӗсен ӗҫне хам куҫпах курасчӗ. Курмасӑр, пӑхмасӑр епле ҫырас? Ку ӗҫе мӗнле тума пулӗ-ши паян? Е ырана хӑвармалла? — тесе ыйтрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку ылтӑн ранет, ку сливӑсем…

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Темшӗн ӑна ку кил пӗлӗш кил пек, ку хӗрарӑм тӑван хӗрарӑм пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӗсем ку лашипе шӑнкӑравпах Яшмана хӑнана кайрӗҫ. Ку ырӑ япала мар пулӗ. Кӳршӗ кӳршех. Ӗмӗр пӗрле пурӑннӑ, атя кайса пӑхар», — тет.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хаклӑ тӑванӑмсем, ку вӑл сире кӳрентернине мар, тете ку чухнехи саманара халӑхпа пурӑнма пӗлнине пӗлтерет.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан пӗччен чух витере ҫеҫ ташланӑ ҫав, ӑна ку таранччен никам та туя, ҫӗн хӑтана чӗнсе курман, каччӑ пулса ӳссе вӑл ку таранччен ҫынна ташласа кӑтартман.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Сирӗн юррӑр мар ку, ку юрра кам пирки хывнине эпир пит лайӑх чухлатпӑр, — шутлать Иливан. — Килте ӗҫкӗре кӗсле каланӑ чух эсир пачах урӑхларах юрлаканччӗ».

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫран пӑхсах пӗлетӗн, ак ку ман тус, ак ку ман тӑшман тетӗн.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней