Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килми (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат тутлӑ ҫисен — ӗҫлес килми пулать, ҫавна пӗлес пулать, — тенӗ ватӑлнӑ Паймук хӑйӗн наследникӗсене.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑмарти те килми пулчӗ, илекенӗсем те ҫук — пурте ӗҫсӗр лараҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Курас килми пулчӗ ман вӗсене: мӗн чул ҫӑмарта пӗр пуссӑр йӑтрӗҫ, — тӗрмене ячӗҫ ҫапах, йӗксӗксем.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев халиччен ӑна-кӑна уйӑрсах кайманччӗ, анчах пулса иртнӗ инкек хыҫҫӑн кантур ҫыннисен шӑнкӑравӗ кӑмӑла килми пулчӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Склада ҫӑмарта килми пулчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пачах урӑхла, кӑмӑл сӳрӗкленчӗ, калаҫас килми пулчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурӑнас килми пулнӑччӗ, вӑл та Альтюк хыҫҫӑнах сикме тӑнӑччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Илтес килми пулчӗ эс сӳпӗлтетнисене.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Манӑн хамӑн та пушӑ пӳрте таврӑнас килми пулчӗ.

Мне тоже не хочется возвращаться в пустой дом.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Чӑнах та, Марина юлашки вӑхӑтра яла та килми пулчӗ, ҫыру та ҫырмасть.

— И действительно, Марина последнее время в деревню не приезжала, и письма не пишет.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кайран вӗсем сайра килкелерӗҫ, унтан пачах килми пулчӗҫ.

Потом они стали приходить реже, а потом и совсем перестали.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫак икӗ этем ӑна кӑмӑла килми пула пуҫларӗҫ.

Ей уже начинали не нравиться эти двое…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Поездсем килми пулчӗҫ.

Поезда не подходили.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унтан ҫав шухӑшсенчен тек хӑпма май килми пулса ҫитрӗ те, вӑл вара, вӗсене, шывра ишекен ҫын хума кӑкӑрпа кӗтсе илнӗ пек, кӗтсе илес тесе, куҫне уҫрӗ.

И когда уже нельзя было от них уйти, он открыл глаза, чтобы встретить их возвращение, как пловец встречает грудью волну.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл кирек ӑҫта та тӑшман ури йӗре ҫине пырса пусӗ, пур ҫӗрте те ӑна чӑрмантарӗ, ҫӗрле хӑратӗ, мӗнпур хаваслӑхне мантарӗ, ыйхӑ килми тӑвӗ, чунне ырми-канми асаплантарӗ.

Он станет всюду преследовать врага, всюду мешать ему, пугать по ночам, отнимать у него всякую радость, отгонять сон и без устали мучить его душу.

IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Апла эмигрантсем килми пулаҫҫӗ вӗт… — терӗм.

— Но ведь это сократит приток эмигрантов… — сказал я.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем те килми пулчӗҫ.

Со временем и они перестали приходить.

«Ҫын шучӗ пултӑр тесе илсе кайрӗҫ» // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.10, http://gazeta1931.ru/gazeta/8102-ch-ms-r-chik-sem-35

Унӑн нимӗн ҫинчен те шухӑшлас килми пулчӗ.

Ему не хотелось ни о чем думать.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Пирӗн вара страус ҫине пӑхас та килми пулчӗ, мӗншӗн тесен, вӑл нимӗн те тумасть, тӑпӑртатса кӑна тӑрать.

И мы не хотели больше смотреть страуса, потому что он ничего не делал, а только топал.

Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗрин тепӗрне курас килми пулчӗ, пӗтӗм ҫыхӑну татӑлчӗ, халь ҫеҫ вӗт-ха пурте вӗсене уйрӑлайми туссем тетчӗҫ!

Не захотели видеть друг друга, прервали все связи, между тем как прежде были известны за самых неразлучных друзей!

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней