Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Хуларан хурҫӑ утсем килеҫҫӗ.
Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.
— Суйлавҫӑсем ҫемьесемпе сасӑлама килеҫҫӗ.
Суйлавҫӑсем ҫемьесемпе сасӑлама килнӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... ln-3431072
Унпа пӗрле Пушкӑртстанӑн тӗп хулине Таня аппапа Оксана аппа - Татьяна Веденеевапа Оксана Федорова - килеҫҫӗ!
"Ырӑ каҫ пултӑр, пӗчӗккисем!" Пушкӑртстана куҫать-и? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -i-3421685
Ҫӗршывӑн мӗнпур кӗтесӗсенчен килеҫҫӗ вилемсӗр летчик музейне.
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Каччисем вара ют ҫӗртен ҫаклаткаласа килеҫҫӗ.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Таҫтан та килеҫҫӗ.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Учитель вӗрентсе каланисем чылай ҫул иртсен те аса килеҫҫӗ, пурнӑҫра тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ.
Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/
Хӑш-пӗр чухне кунта рабочисем маяка тӗрӗслеме, кӑлтӑксене тӳрлетме вӗҫсе килеҫҫӗ.Иногда сюда прилетают рабочие проверить состояние маяка, подправить возможные неполадки.
Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html
Ахальтен мар пулӗ паха сӑрана тутанса пӑхма Чӑваш Ене ытти субъектсенчен ҫынсем хапӑл тусах килеҫҫӗ», - тенӗ депутат.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi
6. Амӑшӗ (е йӑмӑкӗ) паттӑра вӗлерес тӗллевпе тискер кайӑксен сӗтнеилме яни ҫинчен калакан юмахсем 315 А (тискер кайӑк сӗчӗ) сюжетпа тӳр килеҫҫӗ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Хытӑ килеҫҫӗ.
Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.
Чӑнахах унӑн хыҫӗнчен 15–16 ҫын велосипедпа йӑрлаттарса килеҫҫӗ.
Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.
Авиҫӑ, ман хыҫран манӑн бухгалтерсем велосипедпа килеҫҫӗ.
Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.
Машинсемпе килеҫҫӗ! — ҫухӑрса ячӗ тахӑшӗ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
— Килеҫҫӗ!
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Ҫынсем килеҫҫӗ те, «ҫук» тенине вуласа каялла тухса каяҫҫӗ.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Пирӗн ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем вӑйсене пӗрлештернинчен, килӗштерсе ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшса тата хавхалантарса пыма пӗлнинчен килеҫҫӗ.
Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... respubliki
Хӗвел те ҫаврӑнса килет, хуркайӑксем те таврӑнса килеҫҫӗ, салтаксем те киле таврӑнчӗҫ — пӗр ӑна ҫеҫ, ку тарана ҫитсе те, каялла ҫул пулмарӗ-ха…
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кунсерен лум-кӗреҫе йывӑрланса пырать алӑра, хӗрсем чирлеҫҫӗ, вӗсем вырӑнне урӑххисем килеҫҫӗ…
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кирек ӑҫта кайсан та, кирек мӗнле ҫынсемпе пулсан та — тӑван ялах, тӑван ял ҫыннисемех аса килеҫҫӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.